Районтан леçекен гумконвой хальхинче Элшел ачисем тăракан направление кайманнипе Тăхăрьял волонтерӗсем Ямпольти Пăрăнтăк тата Кивӗ Пăрăнтăк каччисем валли посылкăсем хатӗрлесе парса янă. Посылкăсене Пăрăнтăк ачи, Дембель позывнойлă салтак, хăй илме тухнă.
Пăва районӗнчи Элшел ялӗн волонтерӗсем (ертӳçи Сергей Григорьевич Мусин) фронтри ентеш-салтаксем валли черетлӗ гуманитари конвойӗпе парса ямашкăн ял ятӗнчен посылкăсем хатӗрлерӗç. Çак пархатарлă ӗçе кунта ялӗпех хутшăнаççӗ: укçа куçараççӗ, сало тăварлаççӗ, хӗрарăмсем нускисем çыхаççӗ, лавккаран сгущенка, тушенка тата чи кирлине туянаççӗ. Посылкăсене пухса ăсатассине те арçынсем хăйсем çине илнӗ. Мӗн-мӗн тунине, мӗн чухлӗ укçа пухăннине, унпа мӗн-мӗн илнине Сергей Григорьевич мессенджерти ушкăнра фото, видео туса отчет тусах тăрать.


– Посылкăсем аван пулчӗç. Тата пӗр коробка сгущенкăна (12 банка), пӗр коробка ӗне ашӗллӗ хура тул пăттин консервине (24 банка) тата Элшел çыннисем тăварланă пӗр витре сало — тулайман посылкăсене тултарса яма волонтерсен штабӗнче (Пăвара. – Авт.) хăвартăмăр, – çапла хыпарлать ноябрӗн 12-мӗшӗнче Сергей Григорьевич хăйсен ушкăнӗнче хатӗрлесе ăсатнă посылкăсем пирки.

Тӗрӗссипе, ял арçыннисен ушкăнӗ вăл. Ялта тумалли чи пысăк ӗçсене кунта сӳтсе яваççӗ вӗсем. Тӗслӗхрен, нумай пулмасть лартнă масар çуртӗнче Григорий Михайлович Афанасьев кăмака турӗ, çак çурт валли тата сӗтел, сакăсем ăсталарӗ. Ятарлă çар операцийӗнче 2022 çултах аслă ывăлне Михаила (Ульяновскри 31-мӗш десант бригадин гварди ефрейторӗ, разведчик-пулемётчик) çухатнăскер, фронта пулăшма пӗрре те чарăнмасть, халăх вăйӗпе пухса хатӗрлекен посылкăсене хăй машинипе Пăвари волонтерсен штабне леçсе пулăшать.
Кун пек хастар волонтерсем Элшелӗнче сахал мар. Вӗсем пурте тӗплӗ чăваш арçыннисем. Çакăн пек çынсем пурри пуринчен ытла савăнтарать те. (Сăнӳкерчӗксене С.Г.Мусин ярса панă).
Нет комментариев