Çӗнӗ хыпарсем

Аслашшӗне хисеплесе кино ӳкерет

Çиччӗмӗш класра вӗренекен Роман Филиппов Чăваш Республикинчи Вăрмар районӗнчи Кӗлкеш ялӗнчен. Ашшӗ Эдуард Валерьевич çирӗм çул шкул автобусӗпе çӳрет, ирсерен ачасене ялсенчен вӗренӗве пуçтарать, уроксем хыççăн килӗсене леçсе ярать. Амăшӗ – Валентина Михайловна чăваш чӗлхипе литературин учителӗ.

 

Роман Филиппов с асатте и куказиВалентина Филиппова Хусанти педагогика институчӗн вырăс филологи факультечӗн чăваш чӗлхипе литературин уйрăмӗнче вӗреннӗ, 2000 çулта диплом илсе тăван ене таврăннă. Хусанта вӗреннӗ вăхăтра «Сувар» хаçатра сăвăсем, хайлавсем пичетленӗ. Кайран тăван енне таврăнсан та «Сувара» куçран яман Валентина Михайловна, халӗ те хаçат сайтне кӗрсех тăрать. Авă, «Сувар» кинофестиваль проекчӗ çинчен çырсанах «çемье канашӗнче» сӳтсе явнă. 7-мӗш класра вӗренекен Рома хаваспах хутшăнма кăмăл тунă.  Пит нумай шутламасăр «Манăн герой» темăна суйласа илнӗ Филипповсем. Паттăрлăх кăтартнă çынна шыраса инçе каймалла мар, Рома аслашшӗ Валерий Никитич – фильмăн тӗп геройӗ. Вăл 90 çулсенелле çывхарса пырать ӗнтӗ, мăшăрӗпе Вера Яковлевнăпа хуçалăха иккӗшех тытса пыраççӗ. Çамрăкрах чух вӗсен карта тулли выльăх пулнă, ачисем ӳкӗте кӗртнипе халь ун чухлӗ выльăх тытмаççӗ. Сад пахчине тимлесси çине пусăм тăваççӗ. Пирӗн тăрăхра ялан ӳсекен улма-çырла йывăçӗсемпех çырлахмаççӗ вӗсем, кунти климатра кутăнлашма юратакан кăнтăр йывăçӗсене те ăнăçлăн ӳстереççӗ. Тӗслӗхрен, аслă Филиппов­сен садӗнче абрикос йывăççисем те лайăх ӳсеççӗ. 

Валерий Никитич Аслă вăрçă вăхăтӗнче 5-6 çулта пулнă. Унтанпа питӗ нумай çул иртсен те нумайăшне астăвать вăл, ачисемпе мăнукӗсене мӗнле пурăннине каласа парать. Рома аслашшӗ нумай ачаллă çемьере çуралнă – çиччӗн пӗртăван пулнă вӗсем. Анчах, шел те, пурте çитӗнсе çын пулайман. Выçлăхпа пӗртăвансенчен иккӗшӗ вилӗм аллинчен хăтăлайман,  яланлăхах куçӗсене хупнă. Сывă юлнисем çитӗнсе çын пулнă. Темӗнле йывăр пурăнсан та хăйсенче çынлăха упраса хăварма пултарни çинчен каласа парасшăн Рома хăйӗн кинофильмӗнче. 

роа филиппов с отцомРоман Филипповăн аслашшӗ те, кукашшӗ те купăс калама ăста. Вӗсене курса-ши, музыкăна юратса ӳснӗ ача. Вăрмарти  музыка шкулне баян класне вӗренме кӗнӗ вăл. «Пӗр кун сиктермесӗр вӗренме çӳрет, килӗштерет баян калама», – кăмăллăн каласа парать Валентина Михайловна. Вăл вӗренекен музыка шкулӗпе 4, 5 тата 8 çула килӗшӳ тума пулать. Роман Филиппов пӗр иккӗленмесӗр 8 çуллăха контракт тунă. Вăрмарти тӗп шкулта иккӗмӗш класран математика класӗнче вӗренет вăл. Ансат тееймӗн вӗренӗве, апла пулин те музыка шкулне çӳреме пăрахасси шухăшра та пулман унăн. Аслисем çирӗп кăмăллă пулнине кура хăй те вӗсем пек пуласшăн-ши? 

Рома çемьере виççӗмӗш ача, кӗçӗнни. Асли Кирилл Шупашкарти И.Н.Ульянов ячӗллӗ университетран математика, информатика учителӗ пулма вӗренсе тухнă хыççăн «Земство учителӗ» программăпа çуралнă çӗрех таврăннă – халӗ вăл Вăрмарта шкулта ӗçлет. Филипповсен Анна хӗрӗ те пӗлӳ илсе ӗçлеме пуçланă. Шкултан питӗ лайăх паллăсемпе вӗренсе тухнă вăл, ЕГЭ балӗсене 300 яхăн пухнă. Ку хӗре бюджетлă вырăна вӗренме кӗме пулăшнă. Халӗ Анна Филиппова стоматолог пулса ӗçлет. Шăллӗн кинопроектне те хутшăнать вăл, артист пек мар, ӳкернӗ материала монтаж тăваканни пулать. Ӳкерекенни, операторӗ, Рома амăшӗ Валентина Михайловна. 

Фильмра Рома ашшӗпе тата ас­лашшӗпе ӳкерӗнет. Ача вӗренекен класс ертӳçине, чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Галина Николаевна Васильевана фильмăн тӗп консультанчӗ теме пулать, çамрăк кинорежиссерăн наставникӗ те вăлах.  

Сăнӳкерчӗкем Р.Филиппов архивӗнчен. 


Чувашский школьный кинофестиваль

Нет комментариев