Ирина Большакован пӗрремӗш кӗнеки кун çути курчӗ
«Сувар» (Хусан), «Канаш» (Ульяновск) хаçатсен, «Тăван Атăл», «Халăх шкулӗ» журналсен (Шупашкар) вулаканӗсем Ирина Большакован ятне лайăх пӗлеççӗ. Унăн кулленхи пурнăç ӳкерчӗкӗсене сăнлакан кулăшла та интереслӗ калавӗсем çăмăллăн вуланаççӗ, сăнарӗсем тӳрех куç умне тухаççӗ, диалогӗсем чӗрӗ.