Авалхи йăла камера тытма хистенӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Авалхи йăла камера тытма хистенӗ

Мӗн хистерӗ-ха пире «Шкул ачисен чăвашла кинофестивальне» пуçарса яма? Тӗп сăлтав – чăваш ачисем тăван чӗлхе хаклăхне ăнланса пӗтерейменни, çавна май унпа сахалрах та сахалрах усă курни.

 

Кинофестиваль проекчӗ çинчен тепӗр хут

нурлатран кинофестивале

Чăваш чӗлхипе литература урокне ларса ирттернӗ те – çакăнпа пӗтнӗ. Ну, киле ӗç тата. Хăйсем хушшинче вара вырăсла калаçаççӗ. Чăваш ачисем тăван чӗлхепе акцентпа калаçни, кăткăсрах калаçăва ăнланманни чӗрене ыраттарать. Иккӗмӗш сăлтав – ача-пăчапа çамрăксене чăваш культурипе йăли-йӗркисен пуянлăхӗпе паллаштарасси, ăна упрама вӗрентесси. Ку енӗпе пирӗн халăхăмăр питӗ пуян. Виççӗмӗшӗнчен, ачасене киноискусствăпа интереслентерсе ярасси. 

Кăçал чăваш киновӗ йӗрке­леннӗренпе 100 çул çитрӗ. Мăнаçланмалăх пур пирӗн. Тен, хавхаланса кайса хăш-пӗри киносферăра аталанма шутлӗ малашне? 

Паллă ӗнтӗ, проект çăмăллисенчен мар. Заявкăсем çитӗç-ши тесе те пăшăрхантăмăр малтан. Телее, кунран-кун вӗсен шучӗ йышланса пычӗ. Паллах, пирӗн ачасем режиссерсем мар, çавăнпа вӗсенчен пысăк кино шайӗнчи ӗçсем кӗтни тӗрӗсех те мар. Çапах планкăна чакарас та килмест, мӗншӗн тесен ку аталанма хавхалантаракан хатӗр. 

нурлатран виктория ивановаВӗсене пулăшас тӗллевпе кино темисене палăртрăмăр. Заявкăсем хушшинче «Манăн герой» темăпа тата чăваш йăли-йӗркисемпе çыхăннисем ытларах. Нурлат районӗнчи Киклӗпуç ялӗнчи Виктория Ива­нова та акă йăла темине суйласа «Ача ятне пани» документлă фильм ӳкерме шутланă. Проект ертӳçи чăваш чӗлхипе кӗçӗн классен вӗрентекенӗ Юлия Трифонова.

Сăмах май, Юлия Валентиновна шкулта ӗçлеме тытăнни 36 çул. Вăл çав тери активлă учитель, вӗренекенӗсемшӗн лайăх тӗслӗх. Хăй те тӗрлӗ конкурссене хутшăнма кăмăллать. Ноябрӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарти Тăван чӗлхесен вӗрентекенӗсен халăхсен хушшинчи икӗ кунлăх форумне кайса килчӗ. 

Юлия Трифоновăн вӗренекенӗ Виктория Иванова 7-мӗш класра вӗренет. Вӗренӳре «5» паллăсемпе ӗлкӗрсе пырать. Юлия Валентиновна каланă тăрăх, хӗрача çав тери хастар та активлă. «Питӗ маттур та пултаруллă вăл пирӗн. Пур çӗре те ӗлкӗрет. Ял шкулӗсенче ача сахал вӗт пирӗн, отличниксем çине вара ытларах та тиенет. Виктория олимпиадăсене нумай хутшăнать, çав шутра чăваш чӗлхипе те. Час-час призер е çӗнтерӳçӗ пулать. Кӗçех физкультурăпа олимпиадăна хутшăнать.

Нумай пулмасть Чăваш Респуб­ликин Вӗренӳ институчӗ ирттернӗ «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава» видеоконкурса хутшăнчӗ. Спорта юратать, йӗлтӗрпе чупассипе ăмăртусене хутшăнать. Медальсем нумай унăн ку енӗпе. Шкул пурнăçне активлă хутшăнать, концертсене ялан вăл ертсе пырать», – терӗ вӗренекенне мухтаса Юлия Ва­лентиновна. 

Кино ӳкерме чăваш режиссерӗсене пӗлни хавхалантарнă

Надежда Павловнăпа Виталий Аркадьевич Ивановсен çемйинче Виктория чи кӗçӗнни. Унăн пиччӗшӗпе аппăшӗ шкул пӗтерсе килтен тухса кайнă ӗнтӗ. Амăшӗ ялти клубра илемлӗ пултарулăх ертӳçинче ӗçлет, ашшӗ – неф­тяник. 

Вӗрентекенӗн сăмахӗпе, хӗрача чăвашла çав тери аван калаçать, ташласа юрлама та ăста. Путаруллăскере юлташсем енчен те ăнать, нумай вӗ­сем унăн. Халӗ акă Виктория пирӗн проекта хутшăнса хăйне тӗрӗслес тенӗ. «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ çинчен мана вӗрентекенӗм Юлия Валентиновна пӗлтерчӗ.

Проект мана çав тери интереслентерсе ячӗ, хутшăнма шутларăм. Кӗске фильма ӳкернӗ çӗре анне те хутшăнчӗ. Чăваш режиссерӗсене пӗлни те хавхалантарчӗ. Хальхисенчен Владимир Корсакова, унăн «Юман», «Акушер» фильмӗсене пăхнă, килӗшеççӗ вӗсем мана. Кино вăл тепӗр çын пурнăçне унпа пӗрле 2-3 сехет пурăнса ирттерме май парать. Тата эпӗ Марат Никитин режиссер пуррине пӗлетӗп. Унăн «История деда Азамбая» киновӗ интереслӗ», – терӗ Виктория шухăшӗсемпе паллаштарса.

Хăй вара тăван ялӗнче паянхи кун та тытса пыракан йăла çинче чарăнма шутланă. Нурлат­ра чăвашсен авалтан пыракан çуралнă ачана ят хурас йăлана тытса пыраççӗ. Район шайӗнче иртекен Уява та ăна питӗ илемлӗ кăтартса пачӗç вӗсем. Шкулта вӗренекенсем çак темăна тимлени, ун тăрăх кӗске видеоролик ӳкерме шутлани савăнтарать. Ку малашлăха шанса пăхма шанăç парать. Ăнăçу сунатпăр Викторияна! 

Ю.Трифонова архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 


Чувашский школьный кинофестиваль

Нет комментариев