Пӗрлехи ӗç çывăхлатать
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗрлехи ӗç çывăхлатать

Анат Кама хулинчи 34-мӗш гимназире вӗренекенсем тăрăшса вӗренекен ахаль шкул ачисем кăна мар. Вӗсемшӗн ӗç тивӗç мар, пурнăçăн пӗр пайӗ пулса тăрать. Тасалăхпа йӗркелӗх вара пирӗн ачасемшӗн – пӗлтерӗшлӗ хаклăхсем.

 

34 гимназия нижнекамск

Кӗркунне хăйӗн илемӗпе пурне те илӗртет. Ку никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çав вăхăтрах çулталăкăн çак илемлӗ вăхăтӗнче йывăçсем çинчен çулçă нумай тăкăнать. Ăна вара вăхăтра пуçтарса тирпейлемелле. Пирӗн гимназире вӗренекенсемшӗн йывăр ӗç мар ку: вӗсем кăçал та кӗрепле, михӗсем илчӗç те тăван шкул территорийӗнчи ӳкнӗ çулçăсене пуçтарма тухрӗç. 

субботник у 34 гимназии нижнекамскаПитӗ килӗштерсе ӗçлерӗç ачасем: аслисем кӗçӗнреххисене çулçăсене еплерех майпа хăвăртрах, тасарах пуçтармаллине кăтартрӗç, сӗнӳсем пачӗç. Ушкăнпа пӗрле пурнăçланă чух вара хуть мӗнле ӗç те пӗчӗк мыс­карана çаврăнать. 

Каласа хăвармалла, ачасем ку яваплă ӗçе хăйсем кăна мар, ашшӗ-амăшӗсемпе пӗрле пурнăçларӗç. Нумайăшӗшӗн ку шкула пулăшни кăна мар, çемьери ырă йăла та. Ачасем çулçă пуçтарнă чух аслисем карта хӗррисенче, утса çӳремелли çулсем çинче тирпейлерӗç, çӳп-çапа ăçта хумаллине пӗрле калаçса йышăнчӗç, ӗçленӗ хушăра хăрушсăрлăх правилисене çирӗп пăхăнчӗç. Пӗрле тунă ӗç ашшӗ-амăшӗпе ачисене пӗр-пӗринпе тата та çывăхланма пулăшать. 

Гимнази-интернатра вӗренекенсемшӗн ку пӗр хутчен ирттерекен акци те, ячӗшӗн тунă ӗç те мар. Ачасем чăннипех тирпейлӗхпе хăтлăха кăмăллаççӗ, хăйсем нумай вăхăт ирттерекен вырăна чунтан юратаççӗ. Вӗсем пӗлеççӗ: таса картиш вăл илемлӗ кăна мар, хăрушсăр та. Çакна асра тытса час-час ирттерекен субботниксене хаваспах хутшăнаççӗ. 

гимназия на субботнике. Город нижнекамскПедагогсем палăртнă тăрăх, ачасем пӗрлехи ӗçе çакăн пек хастар хутшăнни воспитани ӗçӗ ирттернинче çеç мар. Вӗренекенсем тавралăха таса тытас тени – хăйсен пуçарăвӗпе пурнăçланакан пулăм. Пӗр шутласан, темле кăткăс ӗç те тумаççӗ, анчах явап­лă пулма, пӗр-пӗрне пулăшма, хăйсен таврашӗнчи япаласене упрама вӗренеççӗ. 

34-мӗш номерлӗ гимнази-интернат хăйӗн хастар, ырă кăмăллă, ӗçчен вӗренекенӗсемпе мăнаçланать, ашшӗ-амăшӗсене ачисене тӗрев панăшăн, çак пархатарлă ӗçе хутшăннăшăн тав тăвать. Ачасенче çак хамăр картишшӗн, хулашăн, Тăван çӗршывшăн тăрăшас ăнтăлу яланлăхах юласса шанать. 

 

Гульнур ЮЗЕЕВА, 

Анат Камăри 34№ гимнази-интернат директорӗн 

воспитани енӗпе çумӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 


субботник

Нет комментариев