Хусанти шкулсенчен пӗринче вӗренекен 2018 çулхи хӗрачана интернетра анлă сарăлнă вăйă вылянă чух пӗр палламан çын шăнкăравланă та бонус илес тесен аслисен картти çинчен укçа куçармаллине каланă.
Хӗрачана килӗшнӗ ку шухăш, вăл пӗр шухăшласа тăмасăрах асламăшӗн телефонне ярса тытнă. Хайхи палламан çын хӗрача ăнланса иличчен хăвăрт кăна мӗн-мӗн тумаллине каласа пынă. Çапла 62-ри асламăшӗн банк картти çинчен ача 80 пин тенке яхăн укçине куçарса панă. Шантарнă робуксене вара кӗтсе илеймен.
Картти çинчен укçи таçта кайса пынине сиснӗ асламăшӗ тӳрех полицие кайса пулăшу ыйтнă. Çак факт енӗпе РФ Уголовнăй кодексӗн 159-мӗш статйипе уголовнăй ӗç пуçарнă. Ачасене банк приложенийӗсемпе шучӗсене кӗме ирӗк памалла маррине, палламан çынсем «тӳлевсӗр бонуссем» сӗнни ултав схеми пулнине ачасене ăнлантарсах тăмаллине асăрхаттарать.
ТР ШӖМӗн материалӗсем тăрăх
Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.
Нет комментариев