Çак тӗллевпе çулсерен укçа уйăрма палăртнă. Кунсăр пуçне ресурс центрӗсенче те юсав ӗçӗсем туса ирттересшӗн.

Çакăн пирки ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин «Мастер 2030: от учебной мастерской к реальному производству» Профессиллӗ вӗрентӳ маçтăрӗсен республика форумӗнче каланă.
«Çитес çул юсамалли общежитисен списокӗ хатӗр. Халь вӗсемпе калаçса палăртас ӗç пырать. Профессиллӗ вăтам пӗлӳ системи валли 2,5 миллиард тенкӗ уйăрнă, пӗтӗмӗшле пӗлӳ системи валли, апатлану блокӗсене юсамаллине шута илсе – 5 миллиард тенкӗ. Апла-тăк вӗрентӳ системи тимлӗхсӗр юлмасть, ТР Раисӗ Рустам Минниханов енчен тӗрев яланах пур», – тенӗ министр.
Хадиуллин çамрăк учительсем уйăхсерен ӗç укçи çумне 10 пин тенкӗ хушма тӳлев илсе тăни пирки те, вӗсен çурт-йӗр туянма 1 миллион тенкӗлӗх сертификат илме шанăç пурри пирки те, грант конкурсӗсене хутшăнма май пурри пирки те аса илтернӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Нет комментариев