Шкул пурнăçне асра хăварасшăн
Çӗнӗ хыпарсем

Шкул пурнăçне асра хăварасшăн

«Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса хутшăнакан черетлӗ конкурсантсем вӗсем – Аксу районӗнчи Савгачево вăтам шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекенсем: Аксиния Максимова, Варвара Иванова, Галина Владимирова, Ангелинăпа Эвелина Филипповасем, Кристина Васильева тата Алексей Васильев. Вӗсене конкурса хутшăнса хăйсен пултарулăхне тӗрӗслесе пăхма чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алевтина Борисовна Сидорова сӗннӗ.

Кино ӳкерсе конкурса хутшăнма сӗннӗ

А.Сидорова сăнӳкерчӗкӗ.
«10-мӗш класра вӗ­ренекенсене малтан эпӗ пӗлтертӗм кино ӳкерсе конкурса хутшăнма пулни çинчен. Вӗсем ман сӗнӗве хаваспах йышăнчӗç. Заявка та пӗрле ятăмăр, карточкăсем те хамăрах турăмăр. Кино ӳкерессипе ачасем хăйсем ытларах ӗçлеççӗ. Эпӗ вара вӗсене сӗнӳ-канашпа пулăшса пыратăп.

Кино ӳкересси çăмăл ӗç мар, паллах, çапах та тăрăшатпăр. Мӗнле темăпа ӳкересси пирки нумай шутламарӗç ачасем. Тепӗр çулталăк ытларахран шкултан тухса каятпăр, çавăнпа та хамăрăн шкулти пурнăç пирки илемлӗ фильм ӳкерер-ха, кайран хамăра асăнмалăх юлӗ терӗç», – каласа парать Алевтина Борисовна. 

Палăртса хăварас килет: çак конкурса хутшăнакан ачасемпе вӗсен вӗрентекенӗсем çинчен эпир, «Сувар» хаçат журналисчӗсем, питӗ хавхаланса çыратпăр. Мӗн чухлӗ пултаруллă чăваш ачипе вӗрентекен пирки вулакана каласа паратпăр-çке! Кашни конкурсант хăйнеевӗрлӗ интереслӗ, пултаруллă, мал ӗмӗтлӗ.

Савгачевăри вăтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекенсемпе, вӗсен ӗçӗн ертӳçипе Алевтина Борисовнăпа çыхăнсан ачасем те, учитель те пӗр сывлăшпа сывлани уççăн сисӗнчӗ. Ман ыйтусене вӗсем пурте питӗ хăвăрт, пысăк яваплăхпа хуравларӗç, эп мӗн пӗлес тенине тӗплӗн каласа пачӗç. Акă вăл вӗрентекенпе вӗренекенсен хушшинчи чăн-чăн çыхăну, çавăн пек туслă лару-тăрура пӗлӳ илекен ачасем пурнăçра пысăк çитӗнӳсем тăваççӗ те.

Конкурса хутшăнакансем 

Алевтина Борисовна хăй вӗ­рен­текен кашни ача çинчен юрат­са, хавхаланса каласа пачӗ. Аксиния Максимова, вӗрентекен сăмахӗсемпе, питӗ пултаруллă хӗрача, пӗтӗм мероприятие хутшăнма тăрăшать. Ăна кăçал шкулта «Движение Первых» командăна ертсе пыма шаннă. Чăваш чӗлхипе литературисӗр пуçне биологи, литература, географи, обществознани предмечӗсене кăмăллать. Аса илтеретпӗр, Саврăшпуç ялӗн пики пирӗн конкурса уйрăммăн та хутшăнать.

Варвара Иванова тӗрлӗ пред­метсемпе олимпиадăсене хутшăнать. Биологипе общест­во­знание кăмăллать хӗрача, шкулти мероприятисене ертсе пыма час-часах шăпах ăна шанаççӗ. Савгачево хӗрӗ мӗнле ӗç хушсан та тăрăшса пурнăçлать. 

Галина Владимирова та вӗ­ренӳре малта пырать, химипе биологие юратса вӗренекенскер врач пулма ӗмӗтленет. Вулама питӗ юратакан  Савгачево пики кашни çул районти кăна мар, рес­публика шайӗнчи олимпиадăсене хастар хутшăнать. 

Ангелинăпа Эвелина Филипповасем – йӗкӗрешсем. Вӗсем Çирӗклӗре пурăнаççӗ. Вӗрентекен хӗрсене тăрăшуллă пулнăшăн питӗ мухтать, уйрăмах чăваш чӗлхипе литературине юратнине палăртать. 

Саврăшпуç хӗрӗ Кристина Ва­сильева çурма чăваш (ашшӗ чăваш, амăшӗ вырăс) пулсан та чăвашла калаçма тăрăшать. Алгебра, информатика, обществознани предмечӗсене кăмăллать. Архитектор е дизайнер пулма ӗмӗтленет Кристина, çынсене хитре те хăтлă уçлăхсем парнелесшӗн.

Савгачево каччи Алексей Васильев та лайăх вӗренет, спортпа питӗ туслă. Яваплă, çирӗп кăмăллăскере шкулти юнармеецсен отрядне ертсе пыма шаннă. 

А.Сидорова сăнӳкерчӗкӗ.

Шкул пурнăçӗ çинчен ӳкереççӗ

10-мӗшсем кино ӳкерме «Шкул историйӗсем» темăна суйланă. Илемлӗ фильмӗ вара «Манăн шкулти кун» ятлă. Сценарине пурте пӗрле хатӗрленӗ пулсан, фильм режиссерӗн тивӗçне Галинăпа Варвара пурнăçлаççӗ. Кашни тӗрлӗ роль вылять пӗрле ӳкерекен кинора. Кино ӳкерме, унта ӳкерӗнме хăйсене питӗ килӗшнине пытармарӗç 10-мӗшсем. Ку ӗç вӗсене тата та туслăрах пулма вӗрентнине палăртрӗç. 

Ăнăçу сунатпăр Савгачево шкулӗн вӗренекенӗсене!

А.Сидорова сăнӳкерчӗкӗсем.


#ЧувашскийШкольныйКинофестиваль

Нет комментариев