Çӗнӗ хыпарсем

Шкул ачине улталанă 20-ри студент çакланнă

Хусанта Саранскри 15-ри çул çитмен ачана улталаса 1 миллион та 630 пин тенкине çаратас ӗçе хутшăнма пултарнă 20-ри студента тытса чарнине пӗлтерет tatarstan24.tv.

Октябрь уйăхӗн вӗçӗнче ку ачана палламан çынсем шăнкăравласа малтан СМС-çырупа килекен кода калаттарнă. Унтан Росфинмониторинг сотрудникӗн ятӗнчен шăнкăравласа ашшӗ машина валли пухнă укçине курьертан парса яртарнă. Укçана шăпах Хусанти хайхи 20-ри студент илсе каяканни пулнă та. Курьер ӗçне вăл интернетра тупнă иккен. Малтан Марий Элти ачаран укçа илсе каймалла пулнă унăн, анчах ăнман, ун хыççăн Саранска çул тытнă. Студента полици Мордва Республикине ăсатнă.


#происшествия дети и безопасность

Нет комментариев