Çӗнӗ хыпарсем

Наци хыпар хатӗрӗсен пӗлтерӗшӗ паян тата пысăкрах

Яланхи пекех форумра хыпар хатӗрӗсен умӗнче тăракан чи çивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗç. Хальхинче тӗп тема – цифра трансформацийӗн условийӗсенче наци тата регион хыпар хатӗрӗсен малашлăхӗ, искусствăлла интеллектпа усă курасси, фейксене хирӗç тăрасси тата медиауçлăхра РФ наци чӗлхисене тӗрев парассипе аталантарасси пулчӗ.

 

национальнцые сми и сегодня важныФорума «Татмедиа» пичет тата массăллă коммуникацисен республика агентстви «Тутарстан Республикинче патшалăх наци политикине пурнăçа кӗртесси» программăпа 11-мӗш хут ирттерчӗ. Карелирен пуçласа Якути таран тата Абхази Республикинчен пурӗ 300 яхăн массăллă хыпар хатӗрӗсен ертӳçисемпе журналисчӗсем хутшăнчӗç. Çавăнпа çав кун Уникаллă ăсталăх центрӗнче (ЦУМ) тӗрлӗ наци тумӗллӗ çынсем йышлăн çӳрени кӗтменлӗх пулмарӗ. 

Кирли нумай

Форум ирхине 10 сехетрех пуçланчӗ. Журналистсемпе массăллă хыпар хатӗрӗсен ертӳçисем валли харăсах темиçе секци ӗçлерӗ: визуаллă тӗрӗс контент (сăнӳкерчӗксемпе тӗрӗс усă курасси), репортажсем хатӗрлесси, искусствăлла интеллект цифра журналистикинче мӗнле пулăшни тата ытти те. Модераторӗсем Мускавран килнӗ экспертсем, «Татмедиа» тытăмӗн специалисчӗсем пулчӗç. 

Кун пек семинарсен вӗçӗнче залра ларакансен йышӗ сайралса пыраканччӗ, хальхинче вара никам та кайма васкамарӗ. Чăнах та кирли нумайччӗ. Тӗп пусăм цифра журналистики çине пулни кăна пире, пичет кăларăмӗнче ӗçлекенсене, кăшт хурлантарчӗ. Ку темăпа пӗр семинар та йӗркелемен.

Тӗрӗссипе, пурне те хумхантаракан чи пысăк проблемăна, Раççей Почти хаçат-журнала вăхăтлă валеçменнине, питӗ хӗрӳ сӳтсе явмаллаччӗ пек унта – пулмарӗ. «Патшалăх аллинчи организаци мар, витӗм параймастпăр. Лару-тăру кун пек юлмӗ, пӗр икӗ-виçӗ çултан уçăмланӗ», – журналистсем ларура панă ыйту çине хуравларӗ Тутарстанăн пичет тата мăссăллă коммуникацисен «Татмедиа» республика агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев ку ыйтăва тимлӗхре тытнине палăртса.

Юлашки вăхăтра пичет кă­ла­рăмӗсен кирлӗлӗхӗ пирки тавлашусем нумай. ТАССăн визуаллă продуктсене аталантарассипе ӗçлекен офисăн оперативлă суту-илӳ уйрăмӗн ертӳçи Артем Николашин (форумра ултав­сăр визуаллă контентпа çыхăннă семинарăн модераторӗччӗ вăл) Мускавра çынсем интернет­ри хыпарсенчен ывăнса пичет кăларăмӗсем патне каялла таврăнма тытăннине каларӗ. Апла пичет хатӗрӗсен шанăçӗ пур-ха.фото с форума для журналистов многоликая россия

Статья çырма пӗлни кăна çителӗксӗр

Журналистăн халӗ статья çыр­ма пӗлни кăна çителӗксӗр, сайт­семпе соцсетьсем валли видео­контент тумалла тени кашни секцире тенӗ пекех яр уççăн илтӗнчӗ. «ТАТМЕДИА» АО тытăмӗнчи «Мамадыш-информ», «Пест­рецы-информ» тата «Идель» журнал редакторӗсемпе блогерӗсем хăйсен блокне илсе пынине тӗслӗхе илсе мастер-классем кăтартрӗç.

Залра ларакан редакторсенчен пурне те килӗшмерӗ пулас ку шухăш. Ингушетирен килнӗ журнал редакторӗ, «Интернетра хамăр блога илсе пыма пирӗн менталитет чарать. Çамрăксем ӗçлеççӗ унпа», – терӗ ура çине тăрсах. 

Наци МХХ пӗлтерӗшӗ

Форумăн чи пӗлтерӗшлӗ па­йӗ, паллах, пленарлă лару. Унта халь­хинче федераллă хыпар ха­тӗрӗсен ертӳçисем те хутшăнчӗç. Кăçал халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнăран ларăва «Национальные СМИ России: единство в моногообразии» тесе ят панă. 

«Наци хыпар хатӗрӗсен миссийӗ журналистика задачисене пурнăçласа аудиторие хыпарласси кăна мар, чӗлхене, культурăна тата халăх ăс-хакăлне сыхласа хăварасси. Çак тӗллев­сене пурнăçлас тесен наци хыпар хатӗрӗн журналисчӗн хăй тата вырăс чӗлхине лайăх пӗлмелле. Паянхи кун конкурентлă пулас тесен вӗçӗмсӗр вӗренмелле», – наци хыпар хатӗрӗсен ӗçӗ çӗршывшăн питӗ пысăк пӗлтерӗшлине палăртрӗ «Татмедиа» агентствăн ертӳçи Айдар Салимгараев хăй сăмахӗнче.

Пленарлă ларăва республика ертӳçисенчен ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ, ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисене аталантарассипе комиссин председателӗ Марат Ахметов хутшăнчӗ. Республика тутар, чăваш, удмурт чӗлхисемпе тухакан кăларăмсем çине уйрăм тимлӗх уйăрнине, Тутарстанра пурăнакан халăхсен проекчӗсене тӗрев пама тăрăшнине каларӗ. ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн форума килнӗ делегатсене янă саламлă çырăвне вуласа пачӗ.

Çӗршывшăн паянхи çăмăл мар вăхăтра Раççей халăхӗсен пӗрлӗхне упраса хăвармаллине тепӗр хăна, Мускавран килнӗ паллă журналист, ВГТРК генеральнăй директорӗн çумӗ, регион департаменчӗн ертӳçи, XVII «Многоликая Россия» журналистсен Пӗтӗм Раççей конкурсӗн жюри председателӗ Рифат Сабитов каларӗ. Журналистсене ятарлă çар операцийӗнче кӗрешекен салтаксем çинчен нумайрах çырма ыйтрӗ. «Многоликая Россия» конкурса ӳлӗмрен ку темăпа ятарлă номинаци кӗртессине пӗлтерчӗ.

нац сми сегодня

Фейксене хирӗç мӗнле тăмалла?

Тепӗр çивӗч ыйту чăнах та шухăшлаттарать. «Диалог Регионы» коммерцилле мар организацин общественноçпа ӗçлекен управленийӗн ертӳçи Ольга Медникова пӗлтернӗ тăрăх, юлашки икӗ çулта нацисен хушшинче курайманлăх çуратакан суя хыпарсем сарăлма тытăннă. Туслă мар çӗршывсем ăна уйрăмах СВО темипе çыхăнтарма тăрăшаççӗ-мӗн. Калăпăр, Мускав ятарласа сахал халăхăн çыннисене вӗлерсе пӗтересшӗн пек хыпарсем кирек мӗнле çынна та лăпкăн хăвармаççӗ.

Статистикăран курăннă тăрăх, çӗршыв­ра пурăнакансенчен çурри халăхсем хушшинчи курайманлăх çуратакан хыпарсене тӗл пулнă та. Фейксемпе кӗрешекен ятарлă системăсем суя хыпарсене чарма тăрăшаççӗ. Искусствăлла интеллектпа, нейросетьпе усă курса çырнă хыпарăн тӗрӗслӗхне вара ултавран уйăрса илме йывăр халӗ. Çавăнпа журналистсен, уйрăмах наци хыпар хатӗрӗсенче ӗçлекенсен, кун пек темăсене ăнлантарса, экспертсене явăçтарса ытларах çырма тăрăшмалла. 

ИИ наци чӗлхипе

Цифра трансформацийӗ кунран кун вăйланса пынă вă­хăтра журналистика çӗнелмесӗр пултараймасть. Тутарстанри массăллă хыпар хатӗрӗсем ИИпе, нейросетьпе хастар усă кураççӗ, çитменнине наци чӗлхипе. «Интертат» электронлă хаçатăн тӗп редакторӗ Рустем Гареев хăйсен опычӗпе паллаштарнă май контент содержанийӗшӗн кăна мар, чӗлхе, культурăшăн та явап­лă пулмаллине каларӗ. Мӗншӗн тесен искусствăлла интеллектăн чӗлхе туйăмӗ çук. Çавăнпа ăна наци чӗлхипе вӗрентмелле. Соцсетьсене самантрах хыпар кăларакан ятарлă бот та çырнă вӗсем. Çапла наци, регион массăллă хыпар хатӗрӗсем федераллă кăларăмсемпе çăмăллăнах конкурентлă пулма пултараççӗ. 

Цифра медиауçлăхӗнче тă­ван чӗлхесене сыхласа хăвармаллине тепӗр спикер «Россия сегодня» МИА представителӗ Александр Петров та каларӗ. ИИ-модельсем хальлӗхе ытларах акăлчан чӗлхипе, ботсем наци чӗлхисене пӗлччӗр тесен вара вӗсене вӗрентмелле. Унсăрăн чӗлхе ку модельсенче пулаймасть. Нейросетьсем пурри наци хыпар хатӗрӗсемшӗн кирлӗ. Мӗншӗн тесен искусствăлла интеллект нумайрах пулăма  хăвăрт çутатма пулăшать, регионсенчи хыпар хатӗрӗсем вара вулакан патне çывăхрах, вӗсене ытларах шанаççӗ. 

В.Васильев («Татар-информ» ИА) сăнӳкерчӗкӗсем.


форум

Нет комментариев