Планетăсем Ухăçăра пӗрле килсе тухнипе ку эрнере эпир ытла тӳррӗн патлаттарса яни те пулӗ. Анчах сапăрлăха çухатар мар, вашаватрах пулсан хирӗçӳсем те тухмӗç. Ноябрӗн 29-мӗшӗнче Уран Плутонпа тригонра пулни чи хăюллă идейăсене те пурнăçлама шанăç парать.
ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере çынсемпе хутшăнма та, хастарлăха кăтартма та лайăх. Ухăçă палли çула тухакансене, пӗлӳ илекенсене вăй хушса хавхалантарать. Анчах Арăслан паллинчи Марса пула ытлашши вӗриленсе, хӗрсе каясси пулӗ. Тавлашусенче çакна асăрхаса тăмалла.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Харпăр финанссемпе çывăх хутшăнусене пысăк тимлӗх уйăрмалла. Скорпион хăватне Венера ӳстерет, çывăх çынсемпе пӗр-пӗрне ытларах шанма, ӗненме пуçлатăр тата халичченхи хаклăхсем çине урăх куçпа пăхса улшăнусем кӗртетӗр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Партнерсемпе килӗштерсе ӗçлени, тӳрӗ кăмăлпа калаçусене тытса пыни сирӗншӗн питӗ усăллă, анчах никама та хурлама юрамасть. Тупăш илесси те, çитӗнӳ тăвасси те çаксенчен килет. Пысăках мар хушма ӗç те самай енчӗкӗре хулăнлатать.
РАК 22.VI – 22.VII
Ӗç, сывлăх, кулленхи ӗçсем – çакăн çинче тытăнса тăрать эрнери кун йӗрки. Кунтан ытла анлă плансем тума кирлӗ те мар ноябрӗн юлашки эрнинче. Пуçланă ӗçе вӗçне çитерни – чи пӗлтерӗшли сирӗншӗн.

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Ку эрнере хăвăрăн пултарулăхăра туллин кăтартма май пулать. Творчествăпа аппаланма та лайăх вăхăт, юрату кӗтекенсем шăпа пӳрнипе тӗл пулаççӗ. Халь иммунитета çирӗплетме çине тăмалла, уйрăмах ирсерен çывăрса тăранман пек, канса хал пухман пек туйăнакансен.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Çуртăра, çемйӗре пысăк тимлӗх уйăрмалла, чунăр çинчен те ан манăр. Хăна-вӗрле пуçтарнă чух апат-çимӗçе çӗнӗ рецептсемпе хатӗрлӗр. Ку эрнере чылайăшӗн килтен ӗçлеме май пулать, яланхи пек, çын йăнăшӗсене тӳрлетсе нумай вăхăт иртет.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Кӗске çула тухма та, çынсемпе хутшăнма та, вӗренӳ пуçлама та лайăх вăхăт. Ӗçре çӗнӗ сӗнӳсем пулӗç, халь презентацисем ирттерме лайăх вăхăт. Шупка хӗрлӗ кристалсем ку эрнере сирӗн пулăшуçăсем пулӗç.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Укçа-тенкӗ енчен аптрамастăр – е шалăвăра ӳстереççӗ, е хушма ӗç тупатăр. Хăвăра тивӗçлипе хаклассине, харкам хаклăхсене упрассине çителӗклӗ тимлӗх уйăрмалла. Вырсарникун лотерейăпа выляса илессе шантараççӗ çăлтăрсем.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Çулталăкри чи хӗрӳллӗ эрнесенчен пӗри. Хӗвелпе Меркурий сирӗн паллăра. Çавна пула хăвăра вăйпитти туятăр, эсир халь чăн-чăн оптимист, пӗр самант та ӗçсӗр ларасшăн мар. Чи хăюллă идейăсене пурнăçа кӗртме питӗ меллӗ вăхăт.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Хăвăрпа мӗн пулса иртнине тимлӗр, тен, сирӗн тахçанах канса илме вăхăт? Кӗçех çӗнӗ проектсене кӳлӗнмелле, çитӗнӳсем тумалла. Ан васкăр, пулса иртнине шута илсе пӗтӗмлетӳсем тума шăп вăхăт.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Ку эрнере сирӗн çынсемпе тăтăш хутшăнма тӳр килет. Çӗнӗ çынсемпе те паллашатăр, малашлăха палăртнă плансене пурнăçлама шанăç пулать. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ лайăх пуласси ушкăнпа ăнăçлă ӗçленинчен килет.

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Çак кунсенче карьера çине пусăм тумалла, обществăри статуса çӗклеме тăрăшмалла, ума лартнă тӗллевсем патне çитмелле. Ухăçăри Хӗвелпе Меркурий профессире ӳсме, амбициллӗ плансене пурнăçлама хӗтӗртеççӗ.
Нет комментариев