Чӳк уйăхӗн 23-мӗшӗ – Ераст тата Родион. Ирхине таврана çăра тӗтре карса илнӗ-тӗк – кӗçех ăшăтать. Çак кун тӗлне çырмасем яка пăрпа витӗннӗ пулсан – хӗл ларасса вăрах кӗтмелле мар.
Чӳк уйăхӗн 24-мӗшӗ – Федор тата Екатерина. Çак кун йӗпе пулсан, юр çусан декабрӗн 4-мӗшӗчченех çапла пулать. Çиллӗ пулни хӗл хаяр пуласса. Çак кун мӗнле – хӗл çапла. Чӳк уйăхӗн 25-мӗшӗ – Иоанн. Çак кун юр çуса йывăçсем çине ларчӗ-тӗк – çӗр çинчи юр çуркуннеччен тек ирӗлмест. Ку кун мӗнле – раштав уйăхӗн пуçламăшӗ те çапла. Çерçисем хытă шавлани – ăшăтасса.
Чӳк уйăхӗн 26-мӗшӗ – Иоанн Златоуст, Юрий. Юр чарăна-чарăна çăвать – çанталăк пăсăласса. Каçхи тӳпере çăлтăрсем йăлкăшса çунаççӗ – юрлă тата çиллӗ çанталăк пуласса. Чӳк уйăхӗн 27-мӗшӗ – Филипп. Çак кун пӗлӗтлӗ пулсан е юр çусан – çу уйăхӗн вӗçӗнче çумăрлă пулать. Тӳпере «суя» хӗвел курăнни – сивӗтессе. Йывăçсене пас тытнă-тăк – çитес çул сӗлӗ ăнса пулать, çумăр çăвать-тӗк – тулă.
Чӳк уйăхӗн 28-мӗшӗ – Гурий. Хӗвел ирпе хӗрелсе тухсан – çил-тăмана. Çак кун çиллӗ пулсан раштав уйăхӗн варриччен çиллӗ пулать. Енчен те çерçисем тӗк-мамăк пуçтарса йăвисене ăшăтаççӗ – кӗçех сивӗтет. Чӳк уйăхӗн 29-мӗшӗ – Парамон, Матвей. Пӗлӗтсем самай аялтан шăваççӗ-тӗк – сивӗтессе. Çак кун мӗн чухлӗ ăшăрах, хӗлле çавăн чухлӗ сивӗрех пулать.
Нет комментариев