Асăннă форум чăваш ачисен юратнă мероприятийӗсенчен пӗри. Çак çулсен хушшинче Тутарстанри чăваш шкулӗсенче вӗренекенсенчен пин-пин ача ун витӗр тухса тăван чӗлхепе культура хаклăхне ăнланса илнӗ.
Ноябрӗн 25-мӗшӗнче Анат Кама чăваш шкул ачисене кӗтет. Çак кун 34№ чăваш гимнази-интернатӗнче «Аталан» республика форумӗ иртет. Яланхи пек ун программине хатӗрлессипе Чăваш наципе культура автономийӗ çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ ӗçлет. Ку форума ТР Вӗрентӳпе наука министерстви хăй хӳттине илни, çав шутра тăкаксене те, унăн пӗлтерӗшне тата та ӳстерчӗ. Ведомствăн Наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн ертӳçӗ специалисӗ Лилия Сахбиева пӗлтернӗ тăрăх, кăçал форума 300 яхăн çын, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем пӗрле, хутшăнать.
.jpg)
Йӗркелӳçӗсем кашнинчех форум программине пӗр-пӗр темăпа хатӗрлеççӗ. Самана ыйтăвӗсене кура хальхинче ăна искусствăлла интеллектпа çыхăнтарнă.
Шкул ачисем заданисене пурнăçланă хушăра вӗрентекенсем те ахаль лармӗç. Вӗсем валли «Тăван чӗлхене вӗрентнӗ çӗрте искусствăлла интеллектпа усă курасси» темăпа çавра сӗтел иртет. Çак площадкăра вӗсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма тата паянхи çивӗч вызовсен вăхăтӗнче сиксе тухакан проблемăсене мӗнле татса памаллине сӳтсе явӗç.
Тӗплӗнрех форум иртни çинчен «Сувар» хаçатăн çитес номерӗнче вуласа пӗлме пулӗ.
Сăнӳкерчӗксем И.Трифонова.
Нет комментариев