Чӑваш Енре СеспельФЕСТ иртет
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш Енре СеспельФЕСТ иртет

Ӗнер, ноябрӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарта «СеспельФЕСТ» Наци ҫамрӑксен театрӗсен регионсен хушшинчи IX фестивалӗ уҫӑлнӑ. Фестиваль Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ноябрӗн 22-26 мӗшӗсенче иртет, кӑҫал ӑна Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.

Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнче театр искусствине халӑх йӑли-йӗркипе пӗрлештернӗ. Ҫак кун «Юмах  тӗрлетпӗр» пултарулӑх лабораторийӗ ӗҫленӗ. Халӑх ӳнер промыслисен ӑстисем, Чӑваш Енри алӗҫ ӑстисен гильдийӗн пайташӗсем ачасемпе ҫамрӑксене шӑрҫаран тӗрӗсем, эрешсем тума вӗрентнӗ. Куракансем культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсемпе Роза Степановӑпа тата Любовь Вазюковӑпа пӗрле чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗсене алла илнӗ. 
Сӑнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран.

Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Алевтина Семенова чӑваш йӑли-йӗркине тата тӑван ен историне юратакансене пухса «Асанне арчи» мастер-класс ирттернӗ.

Сӑнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран.

Вагапов ячӗллӗ халӑх ташшин ача-пӑча ансамблӗ хӑнасене  хӑйӗн чи лайӑх номерӗсемпе паллаштарнӑ, чӑваш наци тумӗсен «Чӗрӗ тӗрӗ» дефилине ирттернӗ ҫӗре хутшӑннӑ. 
Сӑнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран.

Сцена ҫинчен хӑнасемпе хутшӑнакансене ТЮЗ директорӗ Ольга Иванова фестиваль пуҫланнӑ ятпа саламланӑ. Ноябрӗн 26-мӗшӗччен Мускав облаҫӗнчи, Тутарстанри, Мари Элти тата Чечня Республикинчи театрсем куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарассине пӗлтернӗ.

Сӑнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран.

Малалла куракансем Александр Пушкинӑн Андрей Аверин режиссуринчи  «Сказка о рыбаке и рыбке» постановкине пӑхнӑ. Кӑтартнӑ хыҫҫӑнах постановка ушкӑнӗн тата актерсен ӗҫне Марина Идам, Сергей Козлов тата Юлия Дмитриева йышӗнчи профессиллӗ жюри тишкернӗ. Спектакльсене хаклама ҫавӑн пекех ҫамрӑк жюри членӗсем — ЧГИКИ Культура колледжӗн студенчӗсем хутшӑнӗҫ. 

Пилӗк кун хушшинче театр сцени ҫинче Раҫҫей халӑхӗсен юмахӗсемпе паллашма май пулать. Чӑваш Ен артисчӗсем  пуҫне Королев, Хусан, Йошкар-Ола тата Грозный коллективӗсем хӑйсен ӗҫӗсене кӑтартӗҫ: 

  • Ноябрӗн 23 -мӗшӗнче  "Колобок" (Королев);
  • Ноябрӗн 24-мӗшӗ - " Шайттан. Он. Она" (Тутарстан);
  • Чӳк, 25 — "Легенда лесного края" (Мари Эл);
  • Чӳк, 26 - "Буратино" (Грозный).

Пур спектакле те 12.00 сехетре пуҫлама палӑртнӑ. Сӑнӳкерчӗксем culture.cap.ru сайтран. 


МихаилСеспель СеспельФест

Нет комментариев