Регионсен хушшинчи «Çеçпӗле вулатпăр» конкурса хутшăнма васкăр!
Хаклă вулакансем, поэзипе чăваш сăмахне юратакансем! Сире регионсем хушшинче иртекен «Çеçпӗле вулатпăр» илемлӗ вулав конкурсне хутшăнма чӗнеççӗ. Ку проект «Çеçпӗл йыхравӗ» поэзи фестивалӗ шайӗнче иртет, ăна чăваш поэзине никӗслекенсенчен пӗрне – Çеçпӗл Мишшине халалланă.