Регионсен хушшинчи «Çеçпӗле вулатпăр» конкурса хутшăнма васкăр!
Хаклă вулакансем, поэзипе чăваш сăмахне юратакансем! Сире регионсем хушшинче иртекен «Çеçпӗле вулатпăр» илемлӗ вулав конкурсне хутшăнма чӗнеççӗ. Ку проект «Çеçпӗл йыхравӗ» поэзи фестивалӗ шайӗнче иртет, ăна чăваш поэзине никӗслекенсенчен пӗрне – Çеçпӗл Мишшине халалланă.
Мероприятин тӗллевӗ – чăваш литературин классикӗн хайлавӗсене тăван чӗлхепе вулассипе кăсăклантарасси, унăн пултарулăхне сарасси, литература еткерне тимлӗх уйăрасси, патриотизма аталантарасси тата халăха чăвашла илемлӗ хайлавсене вулама хăнăхтарасси.
Конкурса ача сачӗсен воспитанникӗсем, шкул ачисем, студентсем, аслă ӳсӗмрисем хутшăнма пултараççӗ.
Конкурс икӗ тапхăрпа иртет. Пӗрремӗшӗ – суйлав тапхăрӗ, октябрӗн 15-мӗшӗнче пуçланать те ноябрӗн 7-мӗшӗччен тăсăлать. Хутшăнас тесен Çеçпӗл Мишшин пултарулăхӗнчи хайлава е сыпăка вуласа видео çыртармалла. Ролик тăршшӗ – 5 минутран ытла мар пулмалла. Тултарнă заявкăна kan-mcdk@rchuv.ru электронлă почтăпа ярса памалла. Иккӗмӗш тапхăр ноябрӗн 14-мӗшӗнче 14:00 сехетре Шăхасанри Культура çуртӗнче пулать. Унта суйласа илнӗ çӗнтерӳçӗсем хутшăнӗç. Финалистсем Çеçпӗл хайлавӗсене жюри умӗнче вулӗç.
Конкурс çинчен тӗплӗнрех – положенипе, номинацисемпе, хутшăнмалли условисене тата ытти ыйтусем çине хурав сăнӳкерчӗкри QR-код урлă кӗрсе пӗлме пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев