Сентябӗн 11-мӗшӗнче Анат Кама районӗнчи Верхняя Уратьма ялӗнче 7-ри ача электросамокат çинчен ӳксе реанимацие лекмеллех (кайран Республикăри ача-пăча клиника больницинех куçарнă) пуçран аманнă хыççăн ашшӗ енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă.
Ачине электросамокатпа çӳреме ирӗк парса пурнăçӗшӗн хăрушлăх кăларса тăратнăшăн айăплаççӗ ăна. Хальхи вăхăтра уголовнăй ӗç вӗçленмен-ха. Арçынна пурăнакан вырăнтан тухса кайма юраманни çинчен алă пустарнă.
Нет комментариев