«Казань Экспо» курав центрӗнче пулакан 7-мӗш форума 70 ытла çӗршывран, Раççей субъекчӗсенчен пурӗ 19 пин ытла çын хутшăнать. Программа кăçал та çав тери анлă: 10 сулăмпа секцисем, виçӗ зала йышăнакан курав, кибертурнирсем, спорт тата культура мероприятийӗсем. Тӗп тимлӗх хальхинче – искусствăлла интеллекта практикăра усă курасси, разработкăсене отрасльсене кирлӗлӗхӗпе танлаштарасси, вӗсемпе усă курма тытăнассине сӳтсе явасси. Кун çинчен Тутарстан Республикин Наукăсен академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗ.
Ӗçлӗ программа
Рифкат Минниханов форумăн чи пӗлтерӗшлӗ мероприятийӗсемпе паллаштарнă май чăн малтан ӗçлӗ программа ытти çулсенчи пекех 10 направленипе, патшалăх управленийӗнчен пуçласа сывлăх сыхлавӗпе агропромышленность таранах, пулассине каларӗ. Мероприяти питӗ анлă пулнипе направленисен шутне чакарма та сӗннӗ иккен, анчах йӗркелӳçӗсем килӗшмен, мӗншӗн тесен вӗсем пурте çав тери кирлисем. Чи пӗлтерӗшлӗ мероприяти, паллах, пленарлă лару. Унта РФ цифра аталанăвӗн министрӗпе Максуд Шадаевпа ТР Раисӗ Рустам Минниханов, çӗршывăн IT-отраслӗн чи пысăк компанийӗсен представителӗсем хутшăнаççӗ.

Тепӗр «Наука и инновации» секцие уйрăммăн палăртрӗ вăл. Кунта сăмах наукăпа технологи аталанăвӗн управленийӗ çинчен пырӗ. Мӗншӗн тесен ку енӗпе Тутарстан пилотлă регион, унта Раççейӗн 10 субъекчӗ хутшăнать. Платформăн тӗп тӗллевӗ – предприятисене кирлине тӗпчевçӗсен компетенцийӗпе çыхăнтарасси.
Кадрсем хатӗрлесси
ТР цифра аталанăвӗн министрӗ Илья Начвин 2026 çулта Тутарстанра тӗрлӗ направленипе, «Макс» платформăри разработкăсенчен пуçласа культурăри цифра решенийӗсем таран, хакатон марафонӗ иртнине пӗлтерчӗ. Технологин çамрăк компанийӗсене тӗрев парасси пысăк вырăнта кунта. Стартапсен аллейинче хальхинче Раççейпе ют çӗршывсен 60 проектне тăратнă. Вӗсем валли питч-сессисем иртеççӗ.

Кунсăр пуçне киберхăрушсăрлăх валли кадрсем хатӗрлесси çине те пысăк тимлӗх уйăрма хатӗрленеççӗ. Киберхăрушлăхпа тата IT-хăрушлăхпа ӗçлекен специалистсем çитменни шухăшлаттарать. Çавăнпа форумра «Лучший по профессии» федераллă конкурс та иртет. Тутарстан «Монтажник радиоэлектронной аппаратуры» номинацие йышăнать.
Кунсăр пуçне форум вăхăтӗнчех Роботсен çапăçăвӗн халăхсен хушшинчи чемпионачӗн тăваттăмӗш сезонӗн çурма финалӗпе финалӗ те иртет. И.Начвин сăмахӗпе, республикăшăн кадрсем хатӗрлемелли ресурс евӗр пулӗ.
Куравсем
Хальхи форумра курав виçӗ залах йышăнӗ. Курав стендне хутшăнмалли хака хальхинче 4-5 хут чакарни пысăк компанисемпе бизнеса кăна мар, пӗчӗккисемпе вăтам бизнеса та хутшăнма май парать. Кăçал 20 пин тăваткал метра йышăнакан куравăн 220 стендӗнче 250 компани хăйӗн ӗçӗпе паллаштарать.
3№ павильонра роботсен çапăçăвӗ пулать, 2№ павильонра технологи компанийӗсем хăйсен разработкисене тăратнă. 1№ павильона вара социаллă тата çамрăксен проекчӗсене панă. Шăп кунта Стартапсен аллейи вырнаçать. Цифра аталанăвне пулăшакан ассоциацин директорӗ Артем Сафин каланă тăрăх, «Казань Экспо» пек курав центрӗсем кашни регионтах çуккипе пуртех çакнашкал куравсем йӗркелеймеççӗ.
Культура
Раççей Культура министерстви форумра «Цифровая реальность в культуре: инновационные кейсы» (культурăра цифра платформисемпе, мультимеди решенийӗсемпе тата искусствăлла интеллектпа мӗнле усă курнине каласа парӗç) тата «Пушкинская карта как драйвер цифровизации отрасли» сессисем иртеççӗ.
Куракансене перфоманссем, ташă, актерсен выступленийӗсем кӗтнине те пӗлтерчӗ Хусанти культура институчӗн ректорӗ Роза Ахмадиева брифингра. Вăл каланă тăрăх, йăлана кӗнӗ аукцион хальхинче те уйрăм вырăн йышăнӗ. Раççейӗн паллă художникӗсен, студентсен картинисене, керамика тата ытти ал ӗçне, пӗтӗмпе 90 лот, сутӗç унта. Пухăннă укçана онкологипе чирлекен ачасене сиплеме парӗç.
Форум шайӗнче çаплах Tatarstan Fashion Week мода эрни те иртет. Ют çӗршывсенчи – 15, Раççей регионӗсенчи 12 дизайнер хăйсен коллекцийӗсене Хусан Ратушинче октябрӗн 30 тата 31-мӗшӗсенче кăтартӗç. Пӗтӗмпе 27 коллекци кӗнӗ мода кăтартăвне.
Нет комментариев