Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче Ленин тата Комсомольски урамӗсенчи çула тӗпрен юсанă хыççăн уçнă. Çухрам çурă тăсăлакан участокра çӗнӗ асфальт сарнă, çутă юписем вырнаçтарнă, çуран çӳремелли çулсем, шыв юхмалли каналсем тата парковка йӗркеленӗ. Саврăшпуçӗнчи çула юсама 25 миллион тенке яхăн уйăрнă. Ӗçсене «Татавтодор» акционерлă обществăн Аксури филиалӗ пурнăçланă. Çакăн çинчен районти «Ял пурнăçӗ» хаçат пӗлтерет.

Ял çыннисене саламлама район пуçлăхӗ Алмаз Мингулов килнӗ. Вăл кăçал районти ялсенче ултă çул уçнине, Саврăшпуçӗнчи çул шучӗпе çиччӗмӗш пулнине пӗлтернӗ. Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов пуçарнă çул-йӗре аталантармалли программа районсене хăйсене кирлӗ çулсене юсама май туса панине каласа хăварнă.
– Аксу районӗшӗн Саврăшпуç ялӗ – пӗлтерӗшлӗ, кунта ыр кăмăллă, ӗçчен çынсем пурăнаççӗ, аталанма майсем те пур, – палăртнă район ертӳçи.
Çӗнелнӗ çул çывăхри Культура çурчӗшӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ: халӗ ун патне çитме меллерӗх. Район пуçлăхӗ çынсене ытти çулсене лайăхлатас тесе сулăм пуçтарас ӗçе хастартарах хутшăнма чӗнсе каланă.

– Ял варрине çити асфальтлă çул пулни – пирӗншӗн пысăк савăнăç, – палăртнă Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев. – Вăл яла хăтлăх илсе килчӗ. Халӗ çынсене кирлӗ çӗре çитме çăмăлтарах. Çул яла аталантарма пулăшать, çынсен пурнăç пахалăхне ӳстерет.
Валерий Николаев район ертӳлӗхне тата Тутарстан Раисне ял çыннисен ятӗнчен тав тунă.

Официаллă майпа уçнă хыççăн çӗнелнӗ çулпа чи малтан çамрăк велосипедистсем — Савгачево вăтам шкулӗн ЮИД юхăмне хутшăнакансем, ун хыççăн сиренăсемпе — пысăк тиевлӗ Камазсем, шарсемпе илемлетнӗ çăмăл автомобильсем иртнӗ. Уяв пултарулăх коллективӗсен илемлӗ номерӗсемпе малалла тăсăлнă.

Нет комментариев