Мода кӑтартӑвӗн иккӗмӗш сезонӗ октябрӗн 30 – 31-мӗшӗсенче Kazan Digital Week халăхсен хушшинчи форум шайӗнче иртет, пӗлтернӗ форумăн МАХри официаллă каналӗнче.
Tatarstan Fashion Week пӗтӗм тӗнчери мода кӑтартӑвӗн иккӗмӗш сезонӗ октябрӗн 30 – 31-мӗшӗсенче Kazan Digital Week халăхсен хушшинчи форум шайӗнче иртет, пӗлтернӗ форумăн МАХри официаллă каналӗнче. Асăннă форумăн культура программинчи чи кӗтнӗ мероприятийӗ тесен те юрать ăна. Кăçал вăл Хусан Ратушинче иртет. Унта Раççейпе ют çӗршывсен дизайнерӗсем хăйсен тум коллекцийӗсемпе паллаштарӗç. Пӗтӗмпе 27 коллекци кӗнӗ мода кăтартăвне.

Мероприяти йӗркелӳçи – Хусанти патшалӑх культура институчӗ. Проект дизайнерсемпе технологи компанийӗсене, йӑлари ал ӗç маçтăрӗсене тата цифра модине пӗрлештерет.
Дизайнерсен хушшинче Хусанти культура институчӗн студенчӗсемпе преподавателӗсем те пур. Миланья Архиповӑпа Виктория Викулова «TERRA» дебют коллекцийӗпе паллаштарӗç. Хăйсен коллекцине хатӗрленӗ чух вӗсем искусствӑлла интеллектпа та усă курнă. Наиля Бурганова «Узоры степей» тум коллекцине кӑтартӗ. Ӗç никӗсӗнче – тӗрӗк халăхсен эрешӗсем, сӑран мозаики тата кантрапа çыхасси.
Унсăр пуçне студентсем хăйсен икӗ цифра коллекцийӗпе паллаштарӗç. Пуласлӑхра мӗнле тумпа çӳресси пирки «Атом» коллекци шухăшлаттарӗ. «Русские мотивы» тум пуххине вара вырăс культурипе, унăн архитектура йӗрӗпе хавхаланса ăсталанă.
Мода кӑтартăвӗсем 18:30 сехетре Карл Маркс урамӗнче вырнаçнă Хусан Ратушинче пуçланаççӗ.
Сăнӳкерчӗк: Рамиль Гали («Татар-информ»).
Нет комментариев