Çӗнӗ хыпарсем

2027 çулта иртмелли ЕГЭ тата ОГЭ расписанийӗсен проекчӗсене пичетленӗ

Нормативлă право акчĕсен проекчĕсен федераллă порталĕнче Раççей Çутӗç министерствипе Рособрнадзорăн 2027 çулхи пĕрлехи патшалăх экзаменĕн (ЕГЭ), тĕп патшалăх экзаменĕн (ОГЭ) тата патшалăхăн выпускной экзаменĕн (ГВЭ) расписанийĕпе çыхăннă пĕрлехи приказӗсен проектне пичетлесе кăларнă.

Пӗрлехи патшалăх экзаменӗ

Унпа килĕшÿллĕн, пӗрлехи патшалăх экзаменне маларах памалли тапхăра мартăн 19-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 19-мĕшĕччен, тĕп тапхăра – июнĕн 1-мĕшĕнчен июлĕн 9-мĕшĕччен, хушма тапхăра – сентябрĕн 3–24-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă.

Экзаменсен тӗп тапхăрне июнӗн 1-мĕшĕнче истори, литература тата хими предмечĕсемпе экзаменсем уçаççĕ. Июнĕн 4-мĕшĕнче вырăс чĕлхипе ЕГЭ иртет, июнĕн 7-мĕшĕнче – математикăпа. Июнĕн 10-мĕшĕнче обществознанипе тата физикăпа, июнĕн 15-мĕшĕнче – биологи, географи тата ют чĕлхесемпе, июнĕн 18 тата 19-мĕшĕсенче информатикăпа тата ют чĕлхесемпе экзаменăн сăмахпа каласа памалли пайне ирттерме палăртнă.

Июнĕн 21 – 26-мĕшĕсем – расписанире резерв кунĕсем. Июлĕн 8 – 9-мĕшĕсенче шкул пӗтерекенсем хăйсем суйланă предметсенчен пĕринпе тепĕр хут экзамен тытма пултараççӗ.

Известен проект расписания ЕГЭ и ОГЭ

Патшалăхăн тӗп экзаменӗ

9-мĕш класс пĕтерекенсем валли ОГЭ ирттерессине те виçĕ тапхăра пайланă: маларах ирттермелли (апрелĕн 20-мĕшĕнчен майăн 14-мĕшĕччен), тĕп (июнĕн 2-мĕшĕнчен июлĕн 5-мĕшĕччен) тата хушма (сентябрĕн 2-мĕшĕнчен 24-мĕшĕччен).

ОГЭн тĕп тапхăрӗ июнĕн 2-мĕшĕнче математика экзаменĕпе пуçланать. Июнĕн 5-мĕшĕнче информатикăпа тата ют чĕлхесемпе экзаменсем иртеççĕ, 11-мĕшĕнче – вырăс чĕлхипе. Июнĕн 8, 16 тата 21-мĕшĕсенче вырăс чĕлхипе математикăсăр пуçне мĕнпур предметпа экзаменсем иртеççĕ. Резерв вăхăчĕсене июнĕн 28-мĕшĕнчен июлĕн 5-мĕшĕччен палăртнă.

Приказсен проекчĕсене обществăпа сÿтсе явасси 2026 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕччен тăсăлать.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 


Образование

Нет комментариев