Раççейре пурăнакансем документа çухатсан е ăна вăрласан паракан заявление малашне «Госуслуги» портал урлă пама пултараççӗ. Кун пирки Раççей ШӖМӗн миграци службин хыпарӗ çине таянса ТАСС пӗлтерет.
Çӗнӗ май паспорта çухатни пирки полицие хăвăрт пӗлтерме тата ултавçăсем харпăр даннăйсемпе усă курас хăрушлăха чакарма пулăшӗ. Заявлени пама Госуслуги порталта çирӗплетнӗ аккаунт çеç кирлӗ. Унта заявление мӗнле сăлтавпа çырнине палăртмалла, паспорт даннăйӗсене кăтартмалла, вăл мӗнле çухалнине пӗлтермелле.
Ведомствăра ярса панă заявление каялла илме çуккине те пӗлтернӗ. Урăх çыншăн та заявлени пама пулмасть.
Нет комментариев