Пӗтӗм Раççейри «Монетная неделя» акци октябрӗн 26-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 7-мӗшӗччен иртет. Çак кунсенче акцие хутшăнакан банксен уйрăмӗсенче, хăш-пӗр лавккасенче пухăннă вак укçасене комиссисӗр хут укçапа улăштарса параççӗ. Банксенче вак укçана счет çине хума май пуррине те пӗлтерет Раççей Банкӗ.
Раççей Федерацийӗн Тӗп банкӗн Волга-Вятка тӗп управленийӗн Тутарстан Республикинчи Наци банкӗн уйрăмӗн ертӳçи Марат Шарифуллин акцие Раççей Банкӗ пулăшнипе çулталăкра икӗ хутчен çӗршывӗпех ирттернине палăртнă.
Вăл каланă тăрăх, çынсен кӗсйисенче, енчӗксенче выртакан тимӗр вак укçана çаврăнăша тавăрмалла, ку çӗнӗ укçа кăлармалли тăкаксене чакарма пулăшать. Халӗ çынсем картсемпе онлайн мелпе ытларах та ытларах тӳлеççӗ пулсан та, вак укçа та кирлех.
Çуркунне ирттернӗ «Монетная неделя» акци вăхăтӗнче Тутарстан çыннисем банксене 7 миллион тенкӗлӗх 1,2 миллион ытла вак укçа илсе килнӗ.
Енчен те сирӗн килте тимӗр вак укçа пухăннă пулсан çак мелпе усă курса юлмаллах. Вӗсене номиналпа малтанах пайласа хурсан аванрах – ку кассăра шутламалли процедурăна хăвăртлатать. Акци условийӗсене тӗплӗнрех тата унта хутшăнакансен адресӗсене монетнаянеделя.рф сайтра вуласа пӗлме пулать.
Нет комментариев