Вак укçана хут укçапа ылмаштарма пулать
Пӗтӗм Раççейри «Монетная неделя» акци октябрӗн 26-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 7-мӗшӗччен иртет. Çак кунсенче акцие хутшăнакан банксен уйрăмӗсенче, хăш-пӗр лавккасенче пухăннă вак укçасене комиссисӗр хут укçапа улăштарса параççӗ. Банксенче вак укçана счет çине хума май пуррине те пӗлтерет Раççей Банкӗ.