Автан каçпа кӗтмен çӗртен авăтма пуçларӗ-тӗк – çанталăк улшăнать
Çӗнӗ хыпарсем

Автан каçпа кӗтмен çӗртен авăтма пуçларӗ-тӗк – çанталăк улшăнать

Юпа уйăхӗн 26-мӗшӗ – Агафон, Карп. Кăнтăрлахипе каçхи сывлăш температури пӗр пекрехех пулсан йӗпе-сапа вăраха тăсăлать.

Юпа уйăхӗн 27-мӗшӗ – Параскева Пятница. Çак кун питӗ пылчăклă пулсан – хӗл лариччен тăватă эрне юлнă. Çанталăк ăмăр, юр çăвать – çу уйăхӗн вӗçӗнче йӗпе-сапа пулать. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай – çитес çул тухăç вăйлă çитӗнет. Юпа уйăхӗн 28-мӗшӗ – Ефимий. Атмосфера пусăмӗ чакрӗ-тӗк – çиллӗ, çумăрлă çанталăка. Пӗлӗтсем пӗр çӗрелле пуçтарăнни – çумăра. Çак кун вăрăмтуна курсан хӗл ăшă пулать.

Юпа уйăхӗн 29-мӗшӗ – Лонгин. Арчаран хӗллехи тумсене кăларма вăхăт çитнӗ. Çил улшăнса вӗрет – хӗл те улшăнчăк пулать. Юпа уйăхӗн 30-мӗшӗ – Осий. Кăвакарчăнсем пытанаççӗ-тӗк – çанталăк пăсăласса. Килти хурсем çуначӗсемпе вӗçсе каясла суллаççӗ пулсан – çумăра. Çак кун çăвăнма юрамасть.

Юпа уйăхӗн 31-мӗшӗ – Лука. Хура кӗркунне вăрăмтунасем пулни – хӗлле ăшă пуласса. Чие йывăççи çинчен çулçăсем ӳксе пӗтмен-тӗк – ларнă юр хăвăрт ирӗлсе пӗтет.  Чӳк уйăхӗн 1-мӗшӗ – Иван. Енчен те ноябрӗн 1-мӗшӗнче сивӗ тата юрлă – çуркунне кая юлса килет, сивӗ пулать; ку кун ăшă-тăк – çуркунне те ăшă пулать. Çак кун питӗ пылчăклă-тăк – хӗл лариччен тата тăватă эрне юлнă.


народные приметы

Нет комментариев