Октябрӗн 29 – 31-мӗшӗсенче Хусанта Кавир тӗртекен ăстасемпе экспертсен регионсен хушшинчи съезчӗ иртет. Мероприяти Хусанти уникаллă ăсталăх центрӗнче (ЦУМ) – Московская урам, 2-мӗш çурт – пулать.
Кавир тӗртесси Раççейре пурăнакан нумай нацин авалтан пыракан декоративлă-прикладной искусствин вăйлă юхăмӗ пулнă. Шел, паян вăл чылай çӗрте пӗтес патнех çитнӗ. Съезд умӗнче регионсен вăйӗсене пӗрлештерсе çакăнпа çыхăннă ыйтусене татса парас тӗллев тăрать. Йăлари промысласене паянхи кун ыйтнине тивӗçтерме, хальхи вăхăтри экономика условийӗсенче аталанма хăнăхтарасси пирки пулӗ калаçӗç пухăннисем.
Отрасльти ăста кавирçӗсем Хусанта виçӗ кун пулаççӗ. Вӗсен географийӗ анлă: Дагестан, Пушкăрстан, Удмурт, Карели Республикисем, Пермь крайӗ, Тюмень облаçӗ – пӗтӗмпе 200 çын. Пир-вăр тӗртекен фабрикăсен ертӳçисем, ăруран ăрăва ăсталăхне парса пыракан кавирçӗсем, ӳнерçӗсем, дизайнерсем, этнограф-ăсчахсемпе бизнес-тренерсем килеççӗ Хусана.
Кавирçӗсен съездне ТР Культура министерстви пулăшнипе «Тутарстан Республикин культура сферинчи инновацисене ӗçе кӗртекен тата йӑла-йӗркене упракан ресурс центрӗ» патшалăхăн бюджетлă учрежденйӗ йӗркелет. Форума РФ Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене пулӑшма паракан гранчӗпе пурнӑçлаççӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев