Октябрь пуçламăшӗнче Васильевкăри волонтерсен штабӗнче (шкул пулнă питӗ кивӗ çуртра вырнаçнă) Ваттисен кунне уявлама, ӗç ветеранӗсене саламлама Аксу волонтерӗсем Петр Убейкинпа Галина Киселева та килнӗччӗ. Пӗрле пухăнсан – уяв-и, уяв мар-и – нумай чухне канăç паман ыйтусене те сӳтсе яватпăр, вӗсене татса пама тăрăшатпăр. Хальхинче те çаплах пулчӗ.
Аксури «СВОих не бросаем» центрăн волонтерӗсем кунта маскировка сетки çыхакансен кӗçех кивӗ çурта хутса ăшăтма вутти пӗтсе пынине асăрхарӗç. Умра хӗл вӗт, кӗçех çанталăк тата та сивӗтет. Салтаксене вара маскировка сеткисем питӗ кирлӗ, çанталăк сивӗтрӗ тесе çыхма пăрахаймăн. Сивӗре ӗçлесен шăнса чирлесси те инçе мар.
Петр Алексеевич çак ыйтăва татса памасăр пултараймарӗ. Хăйӗн çемйипе канашларӗ те васильевкăсене вутă туянса пама йышăнчӗ. Убейкинсен çемйи ку пархатарлă ӗç валли укçа пуçтарчӗ: Çӗнӗ Шупашкарта пурăнакан хӗрӗ Алла Петровна, мăнукӗсем Илья, Катерина, Лев, Ян, Юля тата Аня; Ижевскра пурăнакан ывăлӗ Алексей Петрович, мăнукӗсем Мария, Михаэль тата Самуэль; Мускавра пурăнакан хӗрӗ Оксана Петровна тата мăнукӗ Рафаэль. 13 пин тенкӗ пуçтарчӗç Убейкинсем. Пурне те хавхалантараканни вара Петр Алексеевич хăй.

Васильевка волонтерӗсене вутă хатӗрлесе кӳрсе парассине республикăри ветеран-пограничниксен обществăлла организацийӗн Аксу районӗнчи уйрăмӗн команди хăй çине илчӗ, хăйсен шучӗпех пурнăçларӗç ку ӗçе. А.И.Бобов председательпе унăн çумӗ В.В.Капитонов тăрăшнипе вутта вăрмантан кӳрсе те пачӗç. Вӗсене, кӳме пулăшнă ветеран-пограничниксене Г.Н.Охотникова, А.Л.Суркова, хăйӗн машинипе тиесе килнӗ И.Х.Канафина чӗререн тав тăваççӗ васильевкăсем.

Убейкинсен çемйи пухнă укçапа вара маскировка сетки çыхмалли никӗс туянма калаçса килӗшрӗç. Петр Алексеевич ачисемпе мăнукӗсем панă укçа çумне хăй тата 4200 тенкӗ хушнă. Ку укçапа икӗ коробка сетка çыхмалли никӗс (пурӗ 16 штук) туяннă.
Васильевкăри кивӗ шкул çуртӗнче маскировка сетки çыхакан хастар волонтерсем ку тунтикун хăйсен мăшăрӗсемпе пӗрле кӳрсе панă вутта çурса хӳтӗ вырăна купаласа хучӗç.

Ку пархатарлă ӗç – кирлӗ чухне пӗр-пӗрне пулăшма яланах хатӗр пулнин тӗслӗхӗ. Çакă Саврăш ял хутлăхӗн пуçлăхӗ пулăшмасть тенине пӗлтермест. Ильнур Минсалихович Сафин волонтерсене яланах пулăшма хатӗр. Вăл тӗрев панипех ял хутлăхӗн виçӗ ялӗнче – Васильевкăра, Хӗрлӗшурта тата Кивӗ Саврăшра – волонтерсем маскировка сетки çыхаççӗ.
Васильевка ялӗн волонтерӗсен ятӗнчен вӗсен ертӳçи Наталия Сафронова вутă ыйтăвне татса пама пулăшнă кашни çынна тав тăвать. Чăн та, вăй – пӗрлӗхре.
Татьяна МАКСИМОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев