Çӗнӗ хыпарсем

2025 çултанпа Тутарстанра наци проекчӗсен шайӗнче 17 вӗрентӳ объектне хута янӑ

Çакӑн çинчен ТР Патшалӑх Канашӗн XXV ларӑвӗнче вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин каласа панӑ.

В Татарстане построено 17 объектов образования

Вӑл иртнӗ çултанпа вӗрентӳ инфратытӑмне аталантарас, педагогсене тата пултаруллӑ çамрӑксене пулӑшас ӗçсем çӗнӗ наци проекчӗсемпе – «Çемье», «Çамрӑксем тата ачасем» тата «Кадрсем» – пурнăçланнине аса илтернӗ.

«2025 çулта 10, кӑçал 7 вӗрентӳ объектне, çав шутра пӗр ача садне, хута янӑ, 200 ытла вӗрентӳ организацине тӗпрен юсанӑ», – тенӗ И.Хадиуллин.

Наци проекчӗсене Раççейре Раççей Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе пурнӑçлаççӗ.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин сайтӗнчен. 


Образование

Нет комментариев