Республика пӗтӗмпе 3 миллион та 837 пин тонна тыр-пул пухса кӗртнӗ кăçал, пӗлтӗрхинчен 700 пин тонна сахалрах ку, 2025 çулта 4,69 миллион тонна пулнă.
Ака кампанине ăнăçлах ирттерсен те, юлашки икӗ çул республикăн ял хуçалăх отраслӗшӗн ăнăçлах пулмарӗ. Калчасем шăтса тымарланнă вăхăтра типӗ çанталăк тăчӗ, пухса кӗртме вăхăт çитсен йӗпене кайрӗ. Республикăра çак вăхăтра вăтамран 165 миллиметр чухлех çумăр çунипе тăпрана ытлашшипех нӳрӗлентерни вырмана чăрмантарчӗ. Ӗлкӗрнӗ тырă вара йăванса шăтма тытăнчӗ.Çитменнине тата тырă хакӗ те чакнă. Кун çинчен ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров ТР Министрсен Кабинетӗнче ытларикун иртнӗ брифингра пӗлтерчӗ.
Министр сăмахӗсемпе, вырма кăçал кая юлчӗ, йăлтах вӗçлеме тата пӗр-икӗ эрне кирлӗ-ха. Паянхи кун тӗлне тыр-пула кăна веçех пухса кӗртнӗ тата 56 пин гектар лаптăкри кукурузăна шӗкӗлчемелле. Вăл пӗтӗмпе 4,2 миллион тонна пуласси куçкӗрет. Пӗлтӗрхинчен кăшт сахалрах пулсан та, япăх мар ку. Рапспа йӗтӗне вӗçленӗпе пӗрех. Хӗвелçаврăнăшӗпе сойăна пухса кӗртме вара пӗр-икӗ эрне кирлӗ.
2026 çулхи вырма кампанийӗн пирвайхи пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, пӗр гектара тивекен вăтам тухăç – 34,5 центнер (2025 çулта – 37,8). Малта пыракансем кăçал та Теччӗ, Арск тата Пăва районӗсем. Вӗсем 190 пиншер тонна ытла тырă пухса илнӗ. Чи пысăк тухăç хальхинче те Теччӗре çитӗннӗ, пӗр гектара тивекен вăтам тухăç кунта – 50, 7 центнер. Министр сăмахӗпе, пӗтӗмӗшле тухăç пӗлтӗрхинчен 700 пин тоннăна чакни республикăшăн та, çӗршывшăн та пӗчӗк çухату мар.
Хаксем чакнă
2026 çулхи вырма кампанийӗн пирвайхи пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, тыр-пулăн пӗр гектара тивекен вăтам тухăçӗ – 34,5 центнер (2025 çулта – 37,8) пулнă. Малта пыракансем пӗлтӗрхи пекех Теччӗ, Арск тата Пăва районӗсем. Вӗсем 190 пиншер тонна ытла тырă пухса илнӗ. Чи пысăк тухăç хальхинче те Теччӗре çитӗннӗ, пӗр гектара тивекен вăтам тухăç кунта – 50, 7 центнер.
Чăн та çӗр ӗçченне чăрмантараканни çанталăкран ытла тырă хакӗ йӳнелни. 2025 çулта октябрь уйăхӗнче, тӗслӗхрен, 4-мӗш класлă туллăн пӗр тонни 13,2 пин тенкӗ тăнă пулсан, халӗ пурӗ те 9,9 пин тенкӗ кăна. Çӗр ӗçченӗсене пулăшас шутпа ноябрӗн 1-мӗшӗнчен патшалăх вӗсенчен интервенци фончӗ валли тырă туянма хатӗрленет. Рынокри хакран пит пысăках пуласса кӗтмелле мар, 4-мӗш класлă туллăн пӗр тонни 11,9 пин тенкӗ кăна пулӗ.
«Пирӗн мӗн пуррине упрамалла халӗ, тен, хаксем ӳсӗç», – терӗ министр кун пирки.
Çуллă культурăсен хакӗ ӳсессе шанса республика ку культурăсене ытларах та акнă иккен кăçал. Тухăçӗ япăх теме çук, 1 миллион тонна ытла (пӗлтӗр 900 тонна яхăн). Анчах экспорта ярассипе чăрмавсем сиксе тухнипе унăн та хакӗ чакнă.Хир ӗçӗсемпе пӗрлех килес çулăн тухăçӗн никӗсне хываççӗ. Кӗрхи тырăсене 484 гектара акса хăварнă. Рапс тупăшлă, çав вăхăтрах сахал тăкаклă пулнине кура республика хальхинче кӗрхи рапсăн лаптăкне икӗ хут ӳстернӗ.

Сахăр чӗкӗнтӗрӗ
Сахăр чӗкӗнтӗрне республика кăçал 52,9 пин гектара акнă. Ытларикун тӗлне 39,5 пин гектарне кăларнă. Пӗр гектара тивекен вăтам тухăçӗ – 529 центнер (пӗлтӗрхинчен 35 центнер ытларах). Пӗтӗмпе 2,3 миллион тонна чӗртавар пухса кӗртессе шанаççӗ кăçал. Республикăн икӗ сахăр завочӗ те тулли хăватпа ӗçлесе талăкне 15 пиншер тонна сахăр чӗкӗнтӗрне ӗçе кӗртет. Пӗтӗмпе 705 пин тонна чӗкӗнтӗре тирпейлесе 94 пин тонна сахăр песокӗ кăларма ӗлкӗрнӗ. Ку енӗпе кăтартусем пӗлтӗрхи шайрах пулассине палăртрӗ Марат Зяббаров.Çӗрулмине йăлтах кăларса пӗтернӗ, республикăн хуçалăхӗсем ăна 790 пин тонна ӳстернӗ кăçал.
Нет комментариев