Пӗррехинче Владимир Викторович Ивановран, тăпри çăмăл пултăр, хăвăрăн ӗçтешӗрсемпе кампа разведка кайнă пулăттăр тесе ыйтсан, вăл татăклăн: «Асгат Сафаровпа», – тенӗччӗ.
Пӗррехинче Владимир Викторович Ивановран, тăпри çăмăл пултăр, хăвăрăн ӗçтешӗрсемпе кампа разведка кайнă пулăттăр тесе ыйтсан, вăл татăклăн: «Асгат Сафаровпа», – тенӗччӗ. Нумай çулсем ШӖМӗн Уголовлă шырав управленийӗн ертӳçи пулса ӗçленӗ полковник юлташ питӗ хисеплетчӗ ӗçтешне. Владимир Ивановпа Асгат Сафаров çума çумăн 90-мӗш, икӗ пинмӗш çулсен пуçламăшӗнче преступниксен йӗркеленнӗ организацийӗсене хирӗç кӗрешсе хулана тасатнă.
Теветкеллӗ те яваплă ӗçре пӗрле пиçӗхнӗ. Иккӗшӗн те республика умӗнчи тивӗçӗсем пысăк. Вăрă-хурахсен 20 ушкăнӗпе преступниксен 16 организацине явап тыттарса тӗрмене лартнă. Тӗрмере лармалли пӗрлехи çулне шутласан – 8 пин çул пуçтарăнать.
.jpg)
Малалли сăмахсем Асгат Сафаров пирки. Паян ТР Раисӗн Администраци ертӳçин çуралнă кун. 65 çул тултарчӗ Асгат Ахметович Сафаров.
Ӗç çулне вăл следовательрен пуçланă, унтан 14 çул ТР ШӖМне ертсе пынă
Асгат Сафаров 1961 çулхи октябрӗн 20-мӗшӗнче Атня районӗнчи Çӗнӗ Шимбер ялӗнче çуралнă. 1984 çулта Хусан патшалăх университетӗнчен юриста вӗренсе тухнă. 1999 çулта Раççейӗн ФСБ академийӗн дипломне илнӗ. Карьера тăршшӗпе ăна такампа та ӗçлеме тӳр килнӗ. Анчах хăйӗн тӗп наставникӗ тесе Минтимер Шаймиева ялан асăнать. Унпа Асгат Сафаров 1991 – 1998 çулсенче, Минтимер Шаймиев ТР Президенчӗ пулнă вăхăтра ӗçленӗ. ТР ШӖМ çумӗнчи милицин ятарлă службин управленийӗн пуçлăхӗнче, ТР Президенчӗн Хăрушсăрлăх службин пуçлăхӗнче вăй хунă.
.jpg)
1998 çултан пуçласа Тутарстанăн Шалти ӗçсен министрӗнче ӗçлет. Каярахпа вăл çак тапхăрти ӗçне пӗтӗмлетсе «Закат «казанского феномена» кӗнеке те кăларать. Унта вăл вăрă-хурахсен ушкăнӗсемпе кӗрешсе вӗсене тӗп туни çинчен çырса панă. Республикăшăн чăннипех хăрушă вăхăтсем пулнă ун чух. Асгат Сафаров вара ӗçтешӗсемпе пӗрле хула çыннисене хăрушсăр пурнăç туса парассишӗн нумай чух вилӗме хирӗç те куçа-куçăн тăнă. Çапла пиçӗхнӗ те унăн тӳрӗ те хăюллă характерӗ. Кӗнекере вăл тӳррӗн çапла палăртнă: «Çын пурнăçне пӗтертӗн-тӗк, парăма хăвăн пурнăçупа татмалла».
Ăна пирӗн ӗçтеш теме те пулать
ШӖМрен кайнă хыççăн Асгат Сафаров ТР Премьер-министрӗн çумӗнче ӗçлет. Ăна пирӗн ӗçтеш теме те пулать. Мӗншӗн тесен 2013 çулта вăл «Татмедиа» АО Директорсен канашӗн председателӗн тивӗçӗсене пурнăçлать. Çак должноçра республикăри МХХсен аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнӗ вăл.
2013 çултан тытăнса ТР Президенчӗн Аппаратне, 2023 çултан ТР Раисӗн Администрацине ертсе пырать. Ку çултан пуçласа Асгат Сафаров Патшалăх Канашӗнче Тутарстан Раисӗн полномочиллӗ представителӗн ӗçӗсене пурнăçлать.
Ăçта ӗçлесен те Асгат Сафаров мӗнпур яваплăха туйса, тăван республикăшăн парăнса ӗçлет.
Çуралнă кунпа саламласа ăна вăрăм ӗмӗр, ырлăх-сывлăх, тулли телей сунатпăр!
Сăнӳкерчӗксем: «Татар-информ» ИА, И. Трифонова, https://dinamo.tatarstan.ru сайт.
Нет комментариев