«Танкист» илемлӗ фильм Пӗтӗм Раççейри «ТЭФИ-Регион» телекурав премийӗн финалисчӗсен йышне кӗнӗ

«Танкист» фильма Хусанти «Вечный огонь» кинокомпани Хусанти Суворов ячӗллӗ çар училищин киностудийӗпе пӗрле ӳкернӗ, укçа-тенкӗпе «ТАИФ» компанисен ушкăнӗ пулӑшнӑ.
Юбилейлӑ XV конкурса (Раççей телекуравӗн Академийӗ «ТЭФИ-Регион» 2001 çултанпа ирттерет) хутшăнма Раççейри 89 хуларан 194 телекомпани 600 ытла ӗç тăратнă.
«Танкист» фильма (режиссерӗ Елизавета Киселева, тӗп рольсенче Дмитрий Смирнов, Андрей Еналеев) А.Твардовскин «Танкист калавӗ» сӑвви тӑрӑх ӳкернӗ. Вăл Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçин арçын ачапа танк экипажӗн командирӗ паллашни çинчен каласа парать. Картинăна Тутарстан Республикинчи Рыбно-Слободски тата Çӳлту районӗсенче ӳкернӗ. Пӗлтӗр «Танкист» Сакт-Петербургра иртекен «Перерыв на кино» фестивальте «Чи лайăх илемлӗ фильм» номинацире çӗнтернӗ.
2026 çулхи çурла августăн 1-мӗшӗнчен пуçласа картинӑна онлайн-кинотеатрта курма пулни çинчен пӗлтерет «Татаркино» хăйӗн сайтӗнче.
Сăнӳкерчӗк «Татаркино» ПБКУ сайтӗнчен.
Нет комментариев