Çӗньялсем субботник йӗркелесех масар çинчи чăтлăха çаврăннă вырăнсене тасатса тирпейленӗ
Хальхи ял пурнăçӗ çăмăл мар пулнине кашниех пӗлетпӗр ӗнтӗ. Çын йышӗ сахалланса пырать, инфраструктура пӗтнӗпе пӗрех. Кӳршӗ Ăнă ялӗнчи вăтам шкулта иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш çулӗсенче 1200 ача вӗреннӗ пулсан, халь унта 35 ача анчах пӗлӳ илет. Лавккасем те кашни ялтах мар, пӗчӗк ялсене райцентртан автолавка апат-çимӗç турттарать тата ытти те.