Хальхи ял пурнăçӗ çăмăл мар пулнине кашниех пӗлетпӗр ӗнтӗ. Çын йышӗ сахалланса пырать, инфраструктура пӗтнӗпе пӗрех. Кӳршӗ Ăнă ялӗнчи вăтам шкулта иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш çулӗсенче 1200 ача вӗреннӗ пулсан, халь унта 35 ача анчах пӗлӳ илет. Лавккасем те кашни ялтах мар, пӗчӗк ялсене райцентртан автолавка апат-çимӗç турттарать тата ытти те.
Ял-йышăн пархатарлă ӗçӗ
Вăт çакăн пек пурнăç та пӗр вырăнта тăмасть. Ял çынни аллине усмасть, мӗн вăй çитнӗ таран малалла тапаçланать. Манăн çакăн пек чунтан ыратса тухакан сăмахсене тăван ялăмран Çӗньялтан (вырăсла Малое Бисярино, Теччӗ районне кӗрет) çитнӗ çӗнӗ хыпарсем çирӗплетеççӗ. Ял хутлăхӗн специалисчӗ, пирӗн ялта пурăнакан Наталья Николаевна Князькина пуçарнипе ялти масар çинчи чăтлăха çаврăннă тӗлсене субботник ирттерсе тасатса яма пултарнă.
Çӗньял масарне 1914 çулта уçнă. Çынсем каласа панинчен çакă паллă: 1914 çулта пирӗн яла масар тума çӗр уйăрса панă. Унччен, ял йӗркеленнӗренпех, 1725 çултанпа, вилнӗ çынсене Хупкӗпер ялӗн масарне пытарнă. Ялти ăстаçăсем хӗрес тунă та 15 çулти Прукуçа çӗклесе пыма хушнă. Çулпа пынă чух арçынсем: «Прукуç, эс вилен, эс вилен…» – тесе кулкаласа пынă. Ку хӗресе вилесӗр лартнă, масар уçма анчах, çапах та унта алхасма, шавлама, иртӗнме юраман.
Прокопий Фёдорович Князькин каярах çак вăхăтсене: «Эпӗ халиччен те пурăнап-ха, хăйсем вилсе пӗтрӗç», – тесе аса илкелетчӗ тет. Вăл Граждан тата Тăван çӗршывăн Аслă вăрçисенче çапăçнă, пӗр урине таттарса вăрçă инваличӗ пулса тăнă.
Масарăн сулахай кӗтесӗнче кивӗ вилтăприсем пулнипе, вăхăт нумай иртнипе вăл тӗле пыракан çын та юлман, çавăнпа чăтлăха çаврăнса илемсӗр кӗтес тăрса юлнăччӗ. Ялта пурăнакан тата ялтан тухнă пархатарлă та хастар çынсем тăрăшнипе халь масар çине пăхма та, унта çӳреме те кăмăллă. Вӗсене ятранах асăнса тав тăвас килет.
Субботника хутшăнакансем тата тав сăмахĕ
Çак ӗçе йӗркелесе яраканӗ – Наталья Николаевна Князькина, халăхран укçа пухаканни – Раиса Никифоровна Цыплёнкина. Йывăç касакансем: Николай Георгиевич Князькин, Игорь Владимирович Самаркин, Алексей Валентинович Дмитриев тата Теччӗ хулинче пурăнакан Геннадий Николаевич Хохлов.

Каснă вутăсене, çапăсене тултса, тасатса пыракансем:
- Раиса Никифоровна Фёдорова (Цыплёнкина),
- Наталья Николаевна Князькина,
- Людмила Владимировна Нефёдова,
- Елизавета Арсентьевна Манюгина,
- Зинаида Георгиевна Хохлова (Мокина) (кашни обществăлла ӗçе хастар хутшăнать, бензинпа, бензопăчкă валли цепьсемпе тивӗçтерсе тăрать),
- Зоя Емельяновна Шашкина (Молодцова),
- Эвелина Сергеевна Смирнова,
- Ирина Петровна Соколова (Самаркина),
- ун ывăлӗ Сергей Николаевич Соколов,
- Анатолий Николаевич Курмышкин,
- Зоя Владимировна Курмышкина (Самаркина),
- Александр Сергеевич Князькин,
- Йошкар-Олара пурăнакан Андрей Георгиевич Толманов,
- Лариса Викторовна Трищинова,
- Валентин Маркелович Дмитриев,
- Василий Владимирович Лашманов,
- Владимир Геннадьевич Лашманов.
Вӗсен хушшинче 70 çултан иртнисем те сахал мар.
Пур-ха, пур пирӗн ялтан тухнă пархатарлă, маттур та тава тивӗçлӗ çынсем!
Николай РОЗОВ.
Çӗньялта çуралса ӳснӗ, халь Ульяновск хулинче пурăнакан таврапӗлӳçӗ, чăваш халăх академикӗ, шăл тухтăрӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Нет комментариев