«Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса хутшăнакан тепӗр хӗрача – Дарья Ильбикина. Даша Çӗпрел районӗнчи Анат Чакă шкулӗнче 6-мӗш класра вӗренет. Конкурса хутшăнма вăл «Манăн чăваш йăлисем» темăна суйланă. Хӗрача ӳкерекен кӗске фильмăн ячӗ «Манăн йăх-несӗлӗн тымарӗсем: ачалăхри чăваш тӗрри мана епле майпа çӗнӗ шкулта ӳссе аталанма пулăшни çинчен».
Асамлăх тĕнчине лекнĕ хĕрача
Фильмăн ятне вуласан пуçра шухăш çуралать: мӗнле тӗрӗ çинчен сăмах пырать кунта, мӗн çинчен каласа парасшăн хăйӗн киновӗнче Даша Ильбикина? Çак ыйтусене уçăмлатас тесе Дашăпа хăйӗнпе тата унăн конкурс ӗçӗн ертӳçипе, Çӗпрел районӗнчи Чăваш Паснапуçӗнчи пуçламăш шкулăн директорӗпе Галина Васильевна Кудряшовăпа çыхăнтăмăр.
Даша Ильбикина Упи ялӗнче çуралнă. Хӗрача 4-ра чухне амăшӗпе пӗрле Чăваш Паснапуç ялне пурăнма куçнă. Кунта Даша ача садне çӳренӗ, унтан пуçламăш шкула кайнă. Шкулта вара... асамлăх тӗнчине лекнӗ. Çапла-çапла. Чăваш Паснапуçӗнчи шкул ачасене чăваш тӗррине тӗрлеме, вак шăрçаран тӗрлӗ эрешсем – тухья-хушпу таранах – тума вӗрентнипе палăрса тăрать. Ку шкулта вӗренекен кашни ача чи кăткăс та пысăк япаласемех тăваймасан та, алла йӗп тытса пӗчӗк эрешсем ăсталама, ансатрах тӗрӗсем тӗрлеме вӗренетех.
1-мӗш класран пуçласах технологи урокӗсенче алла йӗп тытма вӗренеççӗ ачасем, йывăç тураттисене вак шăрçапа илемлетсе çыхма хăнăхаççӗ. Кружокра вара Галина Васильевна Кудряшова 6-мӗш номерлӗ бисерпа сетка çыхма, унтан тӗрӗ вулама вӗрентет. Тӗрӗ вуласси питӗ кăткăс, унта чи кирли – арпашса каймалла мар. Кружока çӳрекенсен чи-чи кăткăс япаласене те тума вӗренеççӗ.
.jpg)
Нумайăшӗ пуçламăш шкулта вӗреннӗ ăсталăха урăх шкула куçсан манать е унпа аппаланма пăрахать пулсан, иккӗмӗш çул Анат Чакă шкулӗнче вӗренекен Даша Ильбикина бисертан эрешсем çыхас, тӗрлӗ илемлӗ япала ăсталас хăнăхăва манма мар, малалла аталантарать иккен.
Ал ĕç туни интереслĕ пулнине кăтартасшăн
– Даша хăйӗн юлташӗсемпе Кристинăпа тата Софья Карабаевасемпе ман пата кружока çӳресе вак шăрçаран тем те тума вӗренчӗç. Питӗ тăрăшуллă хӗрачасем. Халӗ вӗсем урăх шкулта вӗренеççӗ ӗнтӗ. Кăçал çулла Çарăмсанра иртнӗ республика Уявне çак хӗрачасемпе хамăр ӗçсене кăтартма кайса килтӗмӗр. Маларах кăшт хатӗрленме тесе хӗрачасене хам пата чӗнсе илтӗм.
Вӗсен аллисенче йӗппе шăрçа выляса кăна тăнине курсан питӗ савăнтăм! Ним те манса кайман-çке вӗсем! Даша Уявран таврăнсан мана шăнкăравларӗ те мӗнлерех бисер, йӗпсем туянмалли пирки ыйтса пӗлчӗ. Ку ӗçе пăрахасшăн мар вăл, хитре япаласем ăсталаса амăшӗн лавккинче сутса пăхасшăн. Ку кăна та мар, çак ӗç пирки кино ӳкерет халь, – каласа парать Галина Васильевна.
Чăн та, питӗ маттур хӗрача Даша. «Бисерпа ӗçлеме малтанах çăмăл марччӗ, уйрăмах схемăсене вулама вӗренмешкӗн. Галина Васильевна çак ӗçӗн вăрттăнлăхӗсене вӗрентсе пычӗ, тавах ăна çакăншăн. Халӗ эпӗ бисертан хуть мӗн те ăсталама пултаратăп: масмак та, хăлха çакки те, тухьяпа хушпу та...» – каласа парать хӗрача.
Чăваш чӗлхипе литератури, рисовани тата технологи урокӗсене пуринчен ытла кăмăллать вăл. Шкул пӗтерсен илеме çивӗч туякан хӗрача косметолога вӗренесшӗн, хӗрсемпе хӗрарăмсене тата илемлӗрех пулма пулăшасшăн.
Кино ӳкерме Даша Ильбикинăна амăшӗн йăмăкӗ Валерия пулăшать. «Хамăн фильмра эпӗ çак ӗçе алла илсен мӗн-мӗн тума пулнине кăтартса парасшăн, чăваш культурине юратма вӗрентесшӗн, хамăн тантăшсене ал ӗç туни интереслӗ, усăллă пулнине кăтартса парасшăн», – терӗ хӗрача мӗн çинчен кино ӳкерни çинчен ыйтсан.
Конкурсра ăнăçу сунатпăр Дашăна. Хăйпе паллаштаракан видеоролике «Суварăн» соцсетьсенчи ушкăнӗсенче пăхма пулать.
Г.Кудряшова сăнӳкерчӗкӗсем.

Нет комментариев