Даша Ильбикина: «Ал ӗç туни интереслӗ пулнине кăтартасшăн»
«Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса хутшăнакан тепӗр хӗрача – Дарья Ильбикина. Даша Çӗпрел районӗнчи Анат Чакă шкулӗнче 6-мӗш класра вӗренет. Конкурса хутшăнма вăл «Манăн чăваш йăлисем» темăна суйланă. Хӗрача ӳкерекен кӗске фильмăн ячӗ «Манăн йăх-несӗлӗн тымарӗсем: ачалăхри чăваш тӗрри мана епле майпа çӗнӗ шкулта ӳссе аталанма пулăшни çинчен».