Рамиль Якубович Гали – ТР Пичечӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, паллă фотограф, фотохудожник, фотокорреспондент, 50 фотокурав йӗркеленӗ автор. Ку экспозицие автор Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалланă. Кураври сăнӳкерчӗксем 1980–1990-мӗш çулсенчисем. Кашни сăнӳкерчӗкре – ӗç çынни е вăрçă ветеранӗ. Вӗсем экспозицире пӗрле, пӗр ăнлану пулса юнашарах тăраççӗ пулин те куракан ирӗксӗрех уйăрать: акă ветерансем, кусем – ӗç çыннисем.
Объективра – ӗç çынни. Илемлӗ çын
Фотокурав мешехин чаплă пайӗ вӗçленсен автор экскурси ирттерчӗ, 35-40 çул иртнӗ пулин те вăл кашни кадрӗн историне астăвать: акă, арçын рабочисем, куракан вӗсене çурăмран кăна курать. Ушкăн мӗн-тӗр йывăр ӗç тăвать. Ку пантон çинче иккен, хӗл варринче. Ăнăçлă кадр тума ăнтăлса фотограф кăшт çеç шыва ӳкмен.
Тепӗр сăнӳкерчӗке Хусанти Горький ячӗллӗ паркра тунă. Аслă вăрçă ветеранӗсем майăн 9-мӗшне уявлама пухăннă. 80-мӗш çулсен вӗçӗ, ун чухне Хусанта тӗп урампа парадпа утса иртесси йăлара пулман. Йышлă ветерансем пурте пухăнса ӗмӗрхи çулăм патне утни çинчен каласа парать автор.
Юнашарах тепӗр портрет. Вăрçă ветеранӗ, çапăçури хастарлăхшăн илнӗ награди те кăкăр çинчех, симӗс сухан сутма тухнă, шухăшлăн ларать вăл. 90-мӗш çулсем.

Сăнӳкерчӗксенче иртнӗ ӗмӗрте ӗмӗрлӗхех юлнă «Заря» кондитер фабрикин, «Спартак» атă-пушмак фабрикин, Арскри наци атă-пушмакӗн фабрикин, паян кун та тутлă çăкăр пӗçерекен 3№ çăкăр завочӗн ӗçченӗсем йăл кулаççӗ куракана. Вăхăтӗнче вӗсем хаçат-журналăн пӗрремӗш страницине илем кӳнӗ ӗнтӗ.
Рудольф Нуреев ташăçă, София Губайдуллина композитор, Рустем Кутуй поэт тата писатель, Марсель Салимжанов театр режиссерӗ, Харис Якупов художник – вӗсен хушшинче тутарсен культурипе искусствине çеç мар, тӗнче шайӗнчи культурăна тӳпе кӗртнисем пур. Вӗсен портречӗсем кашни – искусство произведенийӗ.
Рамиль Галин объективӗнче яланах ӗç çынни – производствăра ӗçлет-и вăл, строитель-и, нефтяник-и е культурăпа искусство, литература ăсти. Пурте вӗсем хитре. Курава уçакансенчен пӗри сăнӳкерчӗкри çынсенчен куракан çине çутă ӳкнӗн туйăнать тесе асăрхарӗ. Спикерсенчен тепри çакна автор хăй ырă пулнипе унăн объективӗ ырă çынсене «курнипе» ăнлантарчӗ.
Курав уçни тата авторăн шухăшӗсем
Курав уçăлнă çӗре хутшăнакансем чылай пулчӗç. Вӗсем пурте вăл е ку вăхăтра Рамиль Галипе ӗçленӗ. ТР тата РФ культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Римма Ратникова «Молодежь Татарстана» хаçатăн тӗп редакторӗнче тăрăшнă чух Рамиль Гали редакци фотографӗ пулнă.

2025 çулта Г.Тукай премине илме тивӗçнӗ Рифхат Якупов фотокурав авторне саламлама çеç мар, тав тума тухрӗ микрофон умне. Халиччен Тукай премине илме фотографсене тăратни пулман. Рамиль Гали ТР Раисне фотограф ӗçне хакласа ытти çӗршывсенче фотогалерейăсем уçнине, пирӗн те хисепе тивӗç çынсем пурри çинчен каланă. Çакăн хыççăн «Сабантуй» альбомшăн Тукай премине Рифхат Якупова панă (преми историйӗнче пӗрремӗш хут).
«Казанские ведомости» хаçат редакторӗ Венера Якупова Рамиль Галипе «Молодежь Татарстана» хаçат редакцийӗнче пӗрле ӗçленӗ. Ун чухнех фотограф ӗçӗсем паха, илемлӗ пулнине аса илчӗ Венера Абдулловна. Америкăра, Мускаври «Комсомольская правда», «Коммерсант», «Труд» хаçатсенче ӗçленӗ хыççăн пысăк опытпа Хусана таврăнсан ăстаçăн ӗçӗсем тата интереслӗрех, пахарах, илемлӗрех пулни курăнать тесе кăмăллăн палăртрӗ вăл.
Рамиль Якубович хăй фотокурав ăнсăртран йӗркеленни çинчен каласа пачӗ. Вăл фотоальбом, кӗнекен кăларма пуçтарăннă иккен. Укçа-тенкӗ хӗсӗкреххипе фотокурав йӗркелес тенӗ. Ку ӗçре ăстаçăна ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх, Культура министерствисем пулăшнă. Курава ăстаçă çамрăксем валли уçнине пӗлтерчӗ. Иртсе кайнă вăхăт, сăнӳкерчӗксенче чӗрӗ çынсем – камăн-тăр амăшӗ, кукамăшӗ-асламăшӗ, кӳрши. Çаксене яш-кӗрӗмӗн куçпа курса пӗлмелле, хисеплемелле тесе шутлать вăл.
Автор ТР Наци библиотекин директорне Мадина Тимерзяновăна фотокурава библиотекăра уçма вырăн уйăрса панăшăн тав турӗ.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев