Ку эрнере халиччен вӗçленмен ӗçсене васкамасăр пурнăçлама меллӗ. Эрне варринче сентресене кирлӗ мар хутсенчен тасатма лайăх вăхăт. Çынсемпе калаçнă чух мӗн-тӗр ăнланмасан ыйтма вăтанмалла мар, ку йăнăшсем тăвасран хӳтӗлӗ.
ТАКА Тунтикун илнӗ хыпара пула эрнелӗх плансене улăштарма тивӗ, анчах хыпарӗ суя мар-и? Малтан тӗрӗслемелле. Сайра тӗл пулакан пӗлӗшӗрпе эрне варринче курнăçатăр. Унăн сăмахӗсем иккӗлентерсен каланине шута илӗр. Эрнекун туянас тенӗ япала кӗçех йӳнелет, кăшт тăхтасан перекетлӗрех пулӗ. ВĂКĂР Тунтикунран тӑкаксене ятарлă кун кӗнекине çырса пыма тытăнмалла. Ку мӗн-тӗр туянассине, тӳлессине тӗплӗнрех тишкерме май парӗ. Эрнекун ӗçтешӗрсене ан тиркӗр, ӗçӗсене тирпейсӗр тунă пек туйăнсан та ан шарлăр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ Тунтикуна шăплăхра васкамасăр ăшă ӗçме-çимерен пуçлани эрнене ăнăçлăн ирттерме пулăшать. Канмалли кунсене кӗтсе юнкунах апат-çимӗç туянма пуçлăр. Шăматкун тăванăрсем чӗрре кӗрсен те ан тавлашăр, тăнăçлăх пӗлтерӗшлӗрех. РАК Эрне пуçламăшӗнче кăмăлăр салху: çанталăкӗ сивӗрех пек, таврари çынсем тивӗçлипе хакламаççӗ пек. Ан кӳренӗр, туйăнать çеç çапла, иртет ку. Ытларикун, юнкун усӑллӑ канаш пама пултаракан çынпа калаçни лайăх, анчах мухтасса ан кӗтӗр.
АРĂСЛАН Отчетсенчи вак-тӗвексем çине пысăк тимлӗх уйăрма хушаççӗ çăлтăрсем. Ытларикун е юнкун çывӑх çыннăр канаш ыйтӗ, хуравне пӗлместӗр-тӗк, нимӗн те ан калăр. Кӗçнерникун аптечкӑра йӗрке тумалла – вăхăчӗ иртнӗ эмелсене пăрахмалла. ХӖР Эрне пуçламӑшӗнче телефонпа калаçнă чух тавçăруллă пулăр. Ытларикунпа юнкун кӗске çыруллӑ хыпарсемшӗн лайӑх, анчах илекене пӑтраштарма пултаракан вӑрӑм ӑнлантарусенчен пӑрӑнӑр.
ТАРАСА Тунтикун пит пăлхануллă эсир, сăлтавне хăвăр та пӗлсе пӗтерейместӗр. Юнкун творчествăпа аппаланма ăнăçлă кун. Кӗçнерникун пӗр-пӗр пӗлӗшӗр пулăшу ыйтса пырӗ. Тимлӗн итленипех çырлахăр, йышăнăвне хăй тутăр. СКОРПИОН Ку эрнере политика е тӗн пирки тавлашӑва ан кӗрӗр, нимӗн те уçăмланмӗ, хутшăнусем çеç пăсăлӗç. Кӗçнерникун халиччен çимен апатпа, ку таранччен пулса курман çӗре çитсе тӗлӗнтерӗр хăвăра.
УХĂÇĂ Тахçанхи пӗлӗшӗрсемпе çыхăну тытма пуçлани усă кӳрӗ сире, енчен те хăвăр вӗсене васкатса тарăхтармасан, кӗтме тивнӗшӗн кӳренмесен. Юнкун кирлӗ мар япала туянас хăрушлăх пур. Пӗрер талăк тăхтăр-ха кирлипе кирлӗ маррине ăнланиччен. ТУ КАЧАКИ Тунтикун лăпкă пулăр, усал хыпар илсен те хăвăра алăра тытăр. Ытларикун йăнăшăрсене тишкермелле, анчах хăвăра суд тумалла мар, кулянсах ӳкӗр тата. Кӗçнерникун такам сирӗн вăрттăнлăхăрсене пӗлесшӗн пулӗ.
ШЫВТĂКАН Эрне пуçламăшӗнче кӗске видео пăхни те тавракурӑма анлӑлатма пулăшӗ. Инçе çула ан тухăр, пӗлнӗ маршрутпа çӳресен шанчăклăрах. Кӗçнерникун сире çӗнӗлӗх кирлине ăнланатăр, анчах пурнăçăра тӗпрен улăштарма ан васкăр. ПУЛĂСЕМ Тунтикун темиçе ӗçе харăс ан пуçăнăр, вак-тӗвекпе аппаланиччен ума тӗллев лартăр та ун патне васкăр. Юнкун штрафсенчен, комисси тӳлевӗсенчен хӑтӑлас тесен укçа-тенкӗ обязательствисене тепӗр хут тӗрӗслӗр.
Нет комментариев