«Госуслуги» урлă çухалнă е вăрланă паспорта пăрахăçлама пулать
Раççейре пурăнакансем документа çухатсан е ăна вăрласан паракан заявление малашне «Госуслуги» портал урлă пама пултараççӗ. Кун пирки Раççей ШӖМӗн миграци службин хыпарӗ çине таянса ТАСС пӗлтерет.