2027 çул Чăваш Енре Наукăпа технологисен çулталăкӗ пулӗ
Çӗнӗ хыпарсем

2027 çул Чăваш Енре Наукăпа технологисен çулталăкӗ пулӗ

Чăваш Республикин Пуçлăхӗ çумӗнчи Общество канашӗн ларăвӗнче республикăра çитес çула Наукăпа технологисен çулталăкӗ пек ирттерме йышăннă.

Çулталăк темине «Чувашия Онлайн» порталта ирттернӗ халăх сасăлавӗпе палăртнă. Сасăлав юпа уйăхӗн 21–26-мӗшӗсенче иртнӗ, унта пилӗк вариантран пӗрне суйлама пулнă. Унта тăратнă вариантсем çакăн пек пулнă: Наукăпа технологисен çулталăкӗ, Цифрăлла малашлăхăн ҫулталӑкӗ, Ҫемье йӑли-йӗркисемпе вӗсене вӗрентекенсен ҫулталӑкӗ, Амӑшӗпе ачин сывлӑхӗн ҫулталӑкӗ, Тараватлӑхпа туризм ҫулталӑкӗ.

Сасăлава пурӗ 3700 çын хутшăннă, вӗсенчен 1791-шӗ пӗрремӗш варианта – Наукăпа технологисен çулталăкне – суйланă. 

ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев çак тематикăна ырланă,  вăл регион аталанăвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртнă.

Сасăлав пирки çак ссылкăпа вуласа пӗлме пулать. 

Сăнӳкерчӗк cap.ru сайтран. 


Чувашия

Нет комментариев