Çӗнӗ хыпарсем

85 çул каялла октябрӗн 28-мӗшӗнче Хусан тата Сурск оборона чиккисене чавма пуçланă

89 кунра 40 градуслă шартлама сивӗре 331 килметр тăршшӗ шăннă çӗр алтнă, ку вăл пин-пин кубометр. Паллă ӗнтӗ, шăнса пăсăлса чире кайнисем, вилнисем те нумайăн пулнă.

1941 çулта октябрӗн 28-мӗшӗнче Хусан оборона чиккине чавмашкăн Хусантан кăна 65 пин çынна янă. Вӗсенчен 19 пинӗ чугун çулпа Вăрмар станцине, унтан çуран Кайпăçа (ВПС1) çитнӗ. Тепӗр 19 пинӗ Атăл тăрăх Камское Устьене çити пăрахутпа, унтан çуран Апаса (ВПС2), 13 пинӗ Теччӗ пристаньне çитсе Пăва районӗнчи Черки Тюртелине (ВПС3), 7 пинӗ Теччӗ пристанӗнчен Пăва районӗнчи Хăята (ВПС4), тепӗр 7 пинӗ Теччӗ районӗнчи Тарханпуçне (ВПС5) çитнӗ. Окопа чавма малтан çак çынсем пуçланă. Вырăнти ял халăхне, вырма вӗçленменнипе, каярах явăçтарнă. 

Тӗрӗссипе, оборона линийӗсене, вӗсем ун чух пӗр-икӗ республика тăрăх кăна мар, Карелирен пуçласа Чеченпе Ингушети таранах чавнă. Кашни линийӗн историне Теччӗ районӗнчи таврапӗлӳçӗ Анатолий Сергеевич Хохлов 20 çул ытла архив докуменчӗсем тăрăх тӗпчет. Хальхи вăхăтра вăл вӗсен карттине тăвать. Ӗç вӗçленнӗпе пӗрех ӗнтӗ, çак питӗ кирлӗ, сумлă кӗнеке çитес вăхăтра пичетленессе çав тери кӗтетпӗр. Ентешӗмӗр çак çынсен паттăрлăхне ӗмӗрлӗхе хăварас тӗллевпе калама çук пысăк ӗç тăвать.


#общество

Нет комментариев