Налогсене декабрӗн 1-мӗшӗччен тӳлемелле
Çӗнӗ хыпарсем

Налогсене декабрӗн 1-мӗшӗччен тӳлемелле

Раççейре пурӑнакансен куçман пурлăхшăн, транспорт тата çӗр налогӗсене декабрӗн 1-мӗшӗччен тӳлемеллине аса илтерет Раççейӗн федераллă налог служби (ФНС).

Налог тӳлемелли çинчен пӗлтерекен уведомленисене nalog.gov.ru сайтри налог тӳлекенӗн харпӑр кабинетӗнче, «Налоги ФЛ» мобильлӗ приложенире, çавӑн пекех «Госуслуги» порталта тупма пулать. Электронлӑ сервиссемпе усӑ курманнисене ăна почтӑ урлă çырупа ярса параççӗ.

Енчен те налога тӳлемелли уведомлени почтăпа та, электронлă майпа та килмерӗ пулсан, налог инспекцине каймалла е харпăр кабинетра, е Раççей ФНС интернет-сервисӗнче тӗрӗслемелле.

Специалистсем тӳлеве юлашки куна хӑварма хушмаççӗ: декабрӗн 2-мӗшӗнчен пуçласа кашни кун налог çумне пени хушăнма пуçлать.


налоги ФНС

Нет комментариев