Пурлăх налогӗсене декабрӗн 1-мӗшӗччен тӳлемелле
Раççейӗн федераллă налог служби (ФНС) 2024 çулшăн уведомленисене сентябрь уйăхӗнчех яма пуçланă. Кăçал Раççей çыннисем куçман пурлăхшăн, транспортпа çӗр налогӗсемшӗн тӳлемелли налогсен пӗтӗмӗшле калăпăшӗ 410 миллиард тенкӗпе танлашать.