Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пурлăх налогӗсене декабрӗн 1-мӗшӗччен тӳлемелле

Раççейӗн федераллă налог служби (ФНС) 2024 çулшăн уведомленисене сентябрь уйăхӗнчех яма пуçланă. Кăçал Раççей çыннисем куçман пурлăхшăн, транспортпа çӗр налогӗсемшӗн тӳлемелли налогсен пӗтӗмӗшле калăпăшӗ 410 миллиард тенкӗпе танлашать.

Налогсене онлайн майпа тӳлени меллӗ, налог инспекцине кайса вăхăт ирттеремелле мар. Налога çаплах телефонри «Налоги ФЛ» мобильлӗ приложени урлă «харпăр кабинета» е патшалăх услугисен порталне кӗрсе хăвăршăн кăна мар, çемьери ытти çынсемшӗн те тӳлеме пулать.

Куçман пурлăхшăн, транспортпа çӗр налогӗсемшӗн тӳлемелли уведомлени ноябрӗн 1-мӗшӗччен почтăпа та, электронлă майпа та килмерӗ-тӗк, налог инспекцине каймалла е «харпăр кабинетра», е Раççей ФНС интернет-сервисӗнче çырса ямалла.

Çавăн пекех аса илтеретпӗр: ноябрӗн 11-мӗшӗнче тата 25-мӗшӗнче республикăри мӗнпур налог органӗсенче пурлăх налогӗсене тӳлес енӗпе Уçă алăксен кунӗсем иртӗç. Тутарстан Республикин налог органӗсем 9:00 сехетрен пуçласа 20:00 сехетчен ӗçлӗç. Налог службин специалисчӗсем пурлăх налогӗсене камăн тӳлемелли çинчен тӗплӗн каласа парӗç. Çынсен налог тӳлессипе çыхăннă ыйтăвӗсем çине хуравлӗç.

Ан манăр, налогсене декабрӗн 1-мӗшӗччен тӳлемелле!

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: налог ФНС