Кăçал октябрӗн 1-мӗш тӗлне Тутарстан Республикин «Работа в России» Кадрсен центрӗ пулăшнипе ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсене ӗçе вырнаçтарасси пӗлтӗрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 17 процента ӳснӗ, 81 процента çитнӗ. Сывлăх енчен çирӗп маррисен хушшинче те ӗçе вырнаçас шай 27,9 процента ӳснӗ, 77,9 процентпа танлашать. Судпа айăпланнă СВО ветеранӗсене ӗçе вырнаçтармалли шай та 72 процента çитнӗ. Ӗç шырамалли вăтам вăхăт 8 кунччен кӗскелнӗ.
Ӗçе вырнаçтарассинче пысăк кăтартусем тума ТР Кадрсен центрӗн «Трудоустройство участников СВО, имеющих инвалидность» проекчӗ май панă. Ăна центр «Защитники Отечества» фондпа пӗрле пурнăçа кӗртет. Кадрсен центрӗ ветерансене пулăшмалли тытăм йӗркеленӗ. Вăл вӗсене служба хыççăн мирлӗ пурнăçа таврăнма майсем туса парать, пур тапхăрта та – информаципе психологи пулăшăвӗ парассинчен пуçласа юридици пулăшăвӗ тата гарантисемпе финанс мерисене законпа çирӗплетесси таран – пулăшать.
Проект шайӗнче ӗç паракансен икӗ бази ӗçлет: пӗри – пур ветерансем валли те, тепри – тахçан судпа айăпланнисем валли. Базăсене икӗ эрнере пӗрре çӗнетсе «Защитники Отечества» фонда параççӗ. Çулталăк пуçланнăранпа судпа айăпланнă 54 ветерана ӗçе вырнаçтарнă, пилӗк ветеран «Мой бизнес» центр урлă льготăллă кредит илмелли программăпа усă курнă.
Профориентаци, вӗрентӳ тата ӗçе вырнаçмалли майсем пирки portal.tatartrud.ru порталта е 8 (843) 222-05-57 контакт-центрӗн телефонӗпе пӗлме пулать.
Нет комментариев