Çӗнӗ хыпарсем

«Хазине» çӗнӗ центр уçать

Ноябрӗн 4-мӗшӗнче 11:00 сехетре, Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, ТР Патшалăх ӳнер искусствисен музейӗн (ТР ГМИИ) «Хазинэ» Наци ӳнер галерейинче Пӗтӗм Раҫҫейри «Искусство каҫӗ» акци витӗмӗпе Ача-пӑча музейӗн центрне уçаççӗ.

 

фото с сайта татарстан ру

Центра йӗркелесси «Ҫемье» наци проекчӗн «Ҫемье хаклӑхӗсем тата культура инфраструктури» федераллă проект шайӗнче пурнӑҫланать.Ку пулӑм музейӑн вӗрентӳ программисене аталантарма та пулăшать, ача-пӑчаллă çемьесен канӑвне те интереслӗрех тума май парать. Ача-пăча музейӗн центрӗ «Искусство каҫӗ» культура программипе те килӗшсе тăрать.

Музейӗн 1970-мӗш çулсенченех ачасемпе ӗçлес опыт пырать. Халӗ ун çумне паянхи çӗнӗ форматсем ( ТР ГМИИ Вырăс музейӗпе тухăçлă ӗçлени куçӗрет) вӗрентӳ практикине малалла аталантарма май параççӗ. Тӗслӗхрен, «Здравствуй, музей» программăпа уроксем те иртеççӗ, дистанци курсӗсене те йӗркеленӗ, арт-медиаци те пур. Çаплах музей волонтерӗсен шкулӗ хастар ӗçлет. Унта çӳрекенсем искусство енӗпе пӗлӗвне ӳстереççӗ çеç мар, унпа çийӗнчех музей хăнисене пулăшма пултараççӗ.

Çӗнӗ центрăн концепине вăхăтпа çыхăнтарнă: иртни, хальхи, пуласси. Центрта классика еткерлӗхӗ хальхи вӗрентӳ, çутӗç формачӗсемпе ăнăçлăн килӗшсе тăрать. Кунта ачасем пултарулӑх тӗнчинче пӗрремӗш утӑмсем тăвӗç, йӑлана кӗнӗ алӗҫсене хăнăхма, çав вăхăтрах хальхи чаплă искусство ӗçӗсемпе паллашма пултараççӗ.

Ача-пӑча музейӗн центрӗ уçăлнă çӗрте пӗрремӗш хăнасенемузей ӗçченӗсем, вӗсен партнерӗсем саламлӗç, ҫамрӑк артистсем хутшӑнакан концерт программи, мастер-классем никама та кăмăлсăр хăвармӗç.

Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран.


Искусство

Нет комментариев