Çӗнӗ хыпарсем

Социаллă ипотекăн ставки 7 процентах юлать

Тутарстан Республикинче социаллă ипотека ставкине 2005 çулта çирӗплетнӗ, унтанпа вăл улшăнман. Ставкăна ӳстерме сăлтав çуккине ТР Раисӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗн пресс-службин представителӗ Гульзада Кычакова пӗлтернӗ.

Специалист каланă тăрăх, çемье ипотекин программин условийӗсенчи улшăнусем социаллă ипотекăна витӗм кӳмен, мӗншӗн тесен вӗсем – хăйсем тӗллӗн ӗçлекен икӗ программа. Социаллă ипотекăн малтанхи взносӗ çурт-йӗр хакӗн 10 проценчӗпе танлашать,  рассрочка вара 15 çултан пуçласа 28,5 çул таран  параççӗ.

Çавăн пекех учета тăнă хыççăн çуралнă кашни ачашăн  200 пин тенкӗ тӳлевсӗр субсиди парăнать. Ку укçана малтанхи взнос е илнӗ хваттершӗн тӳлеме яма пулать.

Тутарстанра социаллă ипотека республикăра пурăнакансемшӗн пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатмалли чи юрăхлă программăсенчен пӗри пулса тăрать.  


госжилфонд социальная ипотека

Нет комментариев