Çӗнӗ хыпарсем

7 кунра Хусанта аварисенче 23 çын аманнă, пӗри вилнӗ

Иртнӗ эрнере Патшалăх автоинспекцине пӗр Хусанта кăна пӗтӗмпе 919 çул-йӗр инкекӗ пирки хыпар килнӗ.

Шута илнӗ аварисенчен 21-шӗнче 23 çын, вӗсенчен 6-шӗ çул çитмен ача, аманнине, пӗри вилнине пӗлтерет tatarstan24.tv сайт. Кунсăр пуçне  хула урамӗсем тăрăх машинăпа пынă 36 ӳсӗр водителе тытса чарнă. (Михаил Захаров / "Татар-информ" сăнӳкерчӗкӗ).


проишествие

Нет комментариев