Кӗркуннен юлашки уйăхӗ пуçланать, апла пулин те эпир пурте пӗр тапхăр октябрь сӗмӗпе пурăнăпăр. Пуçланă ӗç те малалла каймасть, тăп чарăнса тăнă пек. Ноябрӗн 13-мӗшӗнчен халиччен чакса пынă Венерăпа Меркурий малалла куçма тытăнаççӗ. Çакăнтан пуçланă ӗçсем кал-кал пыраççӗ.
ТАКА
Ӗçсене вӗçлеме, плансене йӗркене кӗртме ăнăçлă эрне. Хутшӑнусенче хирӗçӳ тухасран çывӑх çыннăрсен сӑмахӗсене чӗрене çывăх йышăнмалла мар. Çак кунсенче вак-тӗвек япала туянма та, гардероба çӗнетме те лайăх.
ВĂКĂР
Укçа-тенкӗпе ресурссем çине тимлӗх уйӑрмалла. Çийӗнчех татса памалли ыйтусем сиксе тухаççӗ, тӑкаксене чакарма шанăç пулать. Харкам хутшăнусенче йăлт аван, çакăн пек чух чуна уçса калаçни çынсене тата çывăхлатать.
ЙӖКӖРЕШСЕМ
Ку эрнере хутшӑнусенче тимлӗрех пулмалла, вӗрентӳ çине пусӑм тумалла. Калаçусем усă кӳреççӗ, çулçӳрев ăнăçлă иртет, кирлӗ хыпара вăхăтра илетӗр. Çӗнӗ, интереслӗ шухăшăрсене манасран çырсах хурăр. Тавлашусенче асăрхануллă пулăр, васкавлӑ пӗтӗмлетӳсенчен пӑрӑнӑр.
РАК
Туйӑмсем шыв авăрне аса илтереççӗ, кăшт та лăпкă мар, кăмăлăр улшăнсах тăрать. Çывӑх çыннӑрсене ытларах тимлӗх уйӑрӑр. Ӗçре йӑнӑшасран асăрханăр, ансат пек курăнакан вак-тӗвеке тӗплӗн тӗрӗслемелле.
АРĂСЛАН
Уйăх пуçламăшӗнче шутланисене хăвăрт пурнăçлассишӗн темиçе ӗçе харăс кӳлӗнсе ӗçлеме хатӗр. Анчах çăлтăрсем васкама хушмаççӗ. Финанс лару-тăрăвӗ перекетлӗрех пулмаллине астутарать: парне тăвăр, канăр, япалине те туянăр, анчах енчӗкӗре кура хакне суйлама пӗлӗр.
ХӖР
Эрне кулленхи тӗллевсене пурнăçлама, пулни-иртнине тишкерме тата малашлăха планлама лайӑх. Сывлӑхпа, апатланупа е йӑлари вак-тӗвек ӗçсемпе çыхӑннӑ ыйтусене татса пама çăмăл. Хӑвӑра та, ыттисене те ытлашши тиркеме, питлеме кирлӗ мар.
ТАРАСА
Партнерсемпе хутшăнусене лайăхлатасси çине пусăм тăвăр, харкам пурнăçра та, ӗçре те. Пӗрлехи ыйтусене ăнăçлă татса пама меллӗ вăхăт. Тавлашусенче компромисс шырама тӑрӑшӑр, анчах ку хӑвӑрӑн интерессене пăрахăçламалла тенине пӗлтермест.
СКОРПИОН
Ку эрнере интуици сирӗн чи çывăх юлташ. Кăткăс лару-тăрура шалти сассăр мӗн каланине итлӗр. Йӗркеллӗ пынă çӗртех ӗçре кӗтмен улшăнусем, «пăрăнчăксем» сиксе тухӗç, çаврăнăçуллăрах пулăр. Хирӗçӳсене, тавлашусене чӗрре кӗрсе хутшăнса ан кайăр. Ыйтусене мирлӗн калаçса татса пама пулăшăр.
УХĂÇĂ
Тавракурăма анлӑлатма меллӗ вӑхӑт: вӗренмелле, çул çӳремелле, çӗнӗ культурӑсемпе паллашмалла. Идейăсем сасартăк, кӗтмен енчен килме пултараççӗ. Çӗнӗ проектсене пуçăнма, çӗнӗлле ӗçлеме, малалла аталанма ан чарăнăр, пултараслăхăра ан чикӗлӗр.
ТУ КАЧАКИ
Вӑрах вӑхӑта тăсăлакан тӗллевсемпе стратегисем çине тимлӗх уйӑрмалла. Эрне плансене улăштарма, малашлӑха вӗрентекенпе е партнерпа сӳтсе явма ăнăçлă. Дисциплинӑна çирӗп тытни пуçланă ӗçре çитӗнӳсем тума май парать.
ШЫВТĂКАН
Ку эрнере социаллӑ çыхӑнусемпе коллективлӑ проектсем çине пусӑм тумалла. Пӗрлехи ӗçсем тăвассипе е волонтерсен пуçарӑвӗсене йӗркелессипе интереслӗ шухӑшсем çуралма пултараççӗ. Ыттисенчен пач уйрăлса тăракан хăйне евӗр идейăсене калама ан шикленӗр.
ПУЛĂСЕМ
Пулни-иртнине тишкерсе хăвăршăн тӑрӑшма вӑхӑт. Халиччен пытанса пурăннă вăрттăн туйăмсем вăраннă пек пулӗç е вӗçленмен лару-тӑру иртнӗ вӑхӑтран паянхи кун алăкне шаккать. Эрнипех хавхаланса ӗçлӗр, анчах фактсене тӗрӗслеме ан ӳркенӗр.
Нет комментариев