Çӗнӗ хыпарсем

Марала çапса хăварнăшăн штраф

Çак кунсенче Ешӗлвар районӗнчи Çӗнӗ Тура ялӗ çывăхӗнче Haval автомобиль 4 çулти марала çапса хăварнă. Пăлан тăрук çул çине сиксе тухнипе водитель машинăна чарса ӗлкӗреймен иккен. Шел те, чӗрчун сывă юлайман.

Водителе куншăн 70 пин тенке яхăн штраф тӳлеттерме пултараççӗ халӗ. ТР Биоресурссен комитечӗн специалисчӗсем пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтра вăрманти пăлан таврашӗн туй вăхăчӗ пырать-ха, канăçсăр вӗсем, нумай утаççӗ, çав шутра çулсем çине те сиксе тухма пултараççӗ. Çавăнпа водительсене вăрманлă вырăнсенче хăвăртлăха чакарма ыйтаççӗ.


#происшествия

Нет комментариев