Паян, октябрӗн 30-мӗшӗнче, Хусанта çамрăксен «Аталан» юхăмӗн 10 çулхи юбилейне халалланă мероприяти иртет. Вăл Тутарстанри Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче пулать. Хăнасене 17.00 сехет тӗлне кӗтеççӗ.
Программăра:
- вунă çул хушшинче тунă ӗçсем çинчен каласа паракан курав;
- чăваш çамрăкӗсем çинчен видео;
- «Аталан» юхăмӑн 10 çулӗ» отчетлӑ презентаци.
Куракансем валли паллă артистсемпе пултарулăх коллективӗсем хутшăннипе концерт иртет. «Ӗмӗт» этно-ушкăн, Элтияр, Алсу Магданова, Екатерина Лашманова, çавăн пекех Софийăпа Стефания Чаркинасем хăйсен юррисене парнелӗç. Сцена çине Тутарстанăн чăваш пики Анна Иванова та тухӗ. Унсăр пуçне концерта Ульяновскри «Румяна» фолк-ушкăн хутшăнасси паллă. Илем тата талант конкурсӗсен çӗнтерӳçисем уява килекенсене наци тумӗпе паллаштарӗç.
Нет комментариев